Çутă çул
-27 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вĕрентÿ
5 Октябрӗн , 09:44

Октябрӗн 5-мӗшӗнче - Учитель кунӗ

Пишпÿлек районӗнчи педагогика ӗҫӗн хисеплӗ вӗрентекенӗсемпе ветеранӗсем! Сире професси уявӗпе — Учитель кунӗпе чун-чӗререн саламлатпӑр!

Октябрӗн 5-мӗшӗнче  - Учитель кунӗ
Октябрӗн 5-мӗшӗнче - Учитель кунӗ
 
Пишпÿлек районӗнчи педагогика ӗҫӗн хисеплӗ вӗрентекенӗсемпе ветеранӗсем!
Сире професси уявӗпе — Учитель кунӗпе чун-чӗререн саламлатпӑр!
Сирӗн ӗҫӗр чӑннипех те хаксӑр. Сирӗн чӑтӑмлӑхӑра, ӑс-хакӑла тата ҫитӗнекен ӑрӑва вӗрентсе воспитани парас ӗҫе чунран тӑрӑшнине пула пирӗн ачасен кун-ҫулӗ йӗркеленет, ӑнӑҫлӑ пуласлӑх никӗсне хывать.
Эсир ачасене Тӑван ҫӗршыва юратма, аслисене хисеплеме, пӗр-пӗрне хаклама, пӗлӳ патне ӑнтӑлма вӗрентетӗр. Сирӗн тӗллев — ҫутӑлӑхпа ырӑлӑх ҫутине илсе пырасси, вӗренекенсен пултарулӑхӗсене аталантарасси.
Ӗҫ сире савӑнӑҫпа тулли кӑмӑл кӳтӗр, хастарлӑхӑра хавхалантартӑр, малашлӑха шанма пулӑштӑр!
Пӗтӗм чунтан ҫирӗп сывлӑх, сирӗн ҫемьесене ырлӑх, ҫитӗнекен ӑрӑва вӗрентес ӗҫре ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем сунатпӑр.
Район канашӗн председателӗ Ю.Г. ПАВЛОВ.
Район администраци пуҫлӑхӗ А.М. ЗАРИПОВ.
 
 
 
Октябрӗн 5-мӗшӗнче  - Учитель кунӗ
Октябрӗн 5-мӗшӗнче - Учитель кунӗ
Автор: Марина Иванова
Читайте нас