Чӗрчунсене хӳтӗлемелли кун умӗн Пишпÿлекри 1-мӗш вăтам шкулта директорăн воспитани енӗпе ӗҫлекен советникӗ Э.М. Сулейманова ӳкерме вӗрентекенпе Р.Ф. Сарваровапа 4 «а» класс валли «Чӗрчун тӗнчи: Вӑрттӑнлӑхсемпе тупмалли юмахсем» илертÿллĕ викторина ирттернĕ. Мероприятин тӗллевӗ ачасен пирӗн планетӑри чи тӗлӗнмелле те ытарлӑ чӗрчунсем ҫинчен пӗлӗвне анлӑлатасси. Хăйсен килти выльӑхĕсене ӳкересси пулнӑ.
Ачасем ыйтусене хаваспах хуравланă, чӗрчун тӗнчин тӗрлӗ енӗ пирки интереслӗ фактсене тишкернĕ.
Заняти вӗҫленнӗ май шкул ачисем тӗрлӗ чӗрчун ӳкернĕ, ӳкерчӗксем урлӑ ҫутҫанталӑкпа таврари тӗнче ҫине хӑйсем мӗнле пӑхнине пӗлтернĕ.
Ҫакӑн пек уроксем ачасенче ыркӑмӑллӑха, чӗрчунсене юратма, таврари тӗнчешӗн яваплӑха ӳстерме пулӑшаҫҫӗ.
#Росдетцентр
#НавигаторыДетства
#ДайЛапуДругНД
#НавигаторыДетстваРБ
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри 1-мӗш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.