Пишпÿлекри Культура керменӗнче Учитель кунне халалласа уяв мероприятийӗ иртнӗ. Кун пирки район администраци пуҫлӑхӗ Артур Зарипов каласа парать:
«Пишпÿлекре Учитель кунне халалласа уйрӑм тӗлпулу иртрӗ. Эпир хамӑрӑн педагогсене, вӗрентекенсемпе воспитательсене, вӗсен кулленхи ӗҫӗ пирӗн ачасен тата пирӗн пӗтӗм обществӑн пуласлӑхне йӗркелекенскерсене пысӑк тав сӑмахӗ калама пӗрле пухӑнтӑмӑр. Тивӗҫлӗ наградӑсем патăмăр, чи лайӑххисенчен лайӑххисене палӑртрăмăр. Анчах чи кирли — ҫак тӗлпулӑва пула эпир каллех пӗр-пӗринпе курса калаҫма пултартăмăр. Пурне те курса калаçнипе питӗ савӑнтӑм! Пӗтӗм вӗрентӳ ӗҫченӗсене ҫывхарса килекен уяв ячӗпе чун-чӗререн саламлатӑп! Ҫитӗнекен ӑрӑва воспитани парас ӗҫе чӑтӑмлӑхшӑн, ӑс-хакӑлшӑн тата чун-чӗререн парӑннӑшӑн тавтапуҫ сире. Эсир чӗререн хисепе, тав тунине тивӗҫлӗ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/officialbiz?from=groups