Пишпÿлекри 1-мӗш вăтам шкулти 2«а» класра вĕренекенсем патне ачасемпе укҫа пирки калаҫу ирттерме хӑнана Пишпÿлекри Перекет банкӗн ӗҫченӗ Г.М. Халикова килнĕ. Вӑл ачасене финанс пӗлӳлӗхӗн никӗсӗсене каласа панă: кӗсье укҫипе мӗнле тӗрӗс усӑ курмаллине, банксем мӗн тума кирлине тата вӗсем ҫынсене перекет упрама мӗнле пулӑшнине, популярлӑ мультфильмсенчи геройсене сӑнлакан ачасен ятарлӑ банк карттисем ҫинчен. Калаҫу вӑхӑтӗнче ачасем информацие хаваспах итленӗ, астуса юлнӑ. Ачасене практикӑллӑ канашсем панӑ. Ачасем тӑкаксене мӗнле планламаллине, укҫана мӗнле упрамаллине пӗлнĕ. Урок хаваслӑ та усӑллӑ пулнă!
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри 1-мӗш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.