Çутă çул
-27 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вĕрентÿ
20 Октябрӗн , 11:29

Ача садĕнче «Пӗтӗм тӗнчери ҫӑкӑр кунӗ» ирттернӗ

«Дюймовочка» ача сачĕн тӗрлӗ ӳсӗмри «Солнышко» ушкӑнра воспитательсем «Пӗтӗм тӗнчери ҫӑкӑр кунӗ» ирттернӗ.

Чи чаплӑ апат-ҫимӗҫрен пӗри вӑл — ҫӑкӑр. Куллен (ирхи, кӑнтӑрлахи тата каҫхи апатра) тата уявсенче ҫӑкӑр яланах сĕтел çинче пур, унта ӑна хисеплӗ вырӑн параҫҫӗ. Ҫавӑнпа та ҫӑкӑрӑн хӑйӗн уявӗ — октябрӗн 16-мӗшӗнче паллӑ тӑвакан Пӗтӗм тӗнчери ҫӑкӑр кунӗ — пулнинчен тӗлӗнмелли ҫук.

Тупмалли сăмахăн тупсӑмне тупса ачасем калаҫу теми ҫинчен пӗлнĕ, ҫӑкӑр ҫулӗ ҫинчен: пӗр тулă пӗрчинчен пуҫласа пирӗн сӗтел çинчи çăкăр мĕнле çитни çинчен калаҫу пуриншӗн те интереслӗ пулнă. Ачасем ҫӑкӑрпа булка продукцийӗ тӗрлӗ пулнине курнă. Ҫӑкӑра упрамаллине аса илнĕ. Кайран, хатӗр тӑварлӑ чустапа паллашса хӑйсем суйласа илнӗ ҫӑкӑр-булка хатӗрӗсене ӑсталанă.

Ҫӑкӑр! Мӗн кирлӗрех пулма пултарать

Ҫӗр ҫинчи апат-ҫимӗҫрен?

Кӑнтӑрлахи апат та тутлӑрах ун чух,

Ҫӑкӑр сӗтел ҫинче пулсан.

#ВсемирныйДеньХлеба #ранняяпрофориентация

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри «Дюймовочка» ача сачĕн социаллă сетьри страницинчен.

https://vk.com/club210640610

Ача садĕнче «Пӗтӗм тӗнчери ҫӑкӑр кунӗ» ирттернӗ
Ача садĕнче «Пӗтӗм тӗнчери ҫӑкӑр кунӗ» ирттернӗ
Ача садĕнче «Пӗтӗм тӗнчери ҫӑкӑр кунӗ» ирттернӗ
Ача садĕнче «Пӗтӗм тӗнчери ҫӑкӑр кунӗ» ирттернӗ
Ача садĕнче «Пӗтӗм тӗнчери ҫӑкӑр кунӗ» ирттернӗ
Ача садĕнче «Пӗтӗм тӗнчери ҫӑкӑр кунӗ» ирттернӗ
Ача садĕнче «Пӗтӗм тӗнчери ҫӑкӑр кунӗ» ирттернӗ
Ача садĕнче «Пӗтӗм тӗнчери ҫӑкӑр кунӗ» ирттернӗ
Автор: Марина Иванова
Читайте нас