Пишпÿлекри «Дюймовочка» ача сачĕн «Солнышко» ушкӑнӗнче «Улма-ҫырла» темӑпа тематика эрни иртнӗ.
Ачасем улма-ҫырла мĕн иккенне пĕлнĕ, вӗсене сӑн-сӑпачӗпе тути-масине кура уйӑрма вӗреннĕ.
Ачасем ӳкерчӗксене, муляжсене, ҫут ҫанталӑк ҫимӗҫӗсене тимлӗ пӑхса тухнă.
Ачасем сӑрӑпа ӗҫлеме хӑнăхнă, тӗкме мелӗпе панулмипе слива ӳкернĕ. Ҫавӑн пекех вӗсене ҫыпӑҫтарассинче те малтанхи мелсене алла илнӗ. Тӗлӗнмелле чаплӑ хутаҫла савӑнса вылянă, ҫут ҫанталӑк улма-ҫырлине тутанса пӑхнă. Ачасем пӳрне тата дидактика вӑййисене хаваспа пурнӑҫланӑ, ҫапла майпа сӑмах йышне пуянлатнӑ.
Чи пӗлтерӗшли пирӗн ачасем кӗркунне улма-ҫырла пухса илме май пуррине ӑнланнă: тутлӑ варенипе компот пӗҫерме. Улма-ҫырла сывлӑхшӑн усӑллӑ, мӗншӗн тесен унта витамин нумай.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри «Дюймовочка» ача сачĕн социаллă сетьри страницинчен.