Пишпÿлекри 1-мӗш вăтам шкулăн воспитани енӗпе ӗҫлекен директорӗн канашҫи Э.М. Сулейманова 6в класри ачасем валли «Мӗн? Ӑҫта? Хӑҫан?» викторина йĕркелесе ирттернĕ.
Ачасем мӗн пӗлнĕ-ха:
Раҫҫей культурин тӗрлӗ енне — пирӗн ҫӗршыв 190 ытла халӑха пӗрлештерет, кашни хӑйӗн хӑйне евӗрлӗ историйӗпе!
Наци йӑли-йӗркине — тӗрлӗ халӑхӑн тӗлӗнмелле уйрӑмлӑхӗсемпе паллашнă.
Халӑх уявӗсем — пӗлтерӗшлӗ пулӑмсене тӗрлӗ культура представителӗсем мӗнле паллӑ тунине тишкернĕ.
Йӑлана кӗнӗ ал ӗҫӗсемпе ӳнерне — ӑруран ӑрӑва куҫса пыракан ӑсталӑхсем ҫинчен пӗлнĕ.
Наци тумӗсене — Раҫҫей халӑхӗсен йӑлана кӗнӗ тумӗн уйрӑмлӑхӗсемпе символикисене сӳтсе явнă.
Ачасем ҫӗнӗ пӗлӳ илнисӗр пуҫне Раҫҫейри пур халӑх культурисене хисеплени пирӗн пӗрлӗхӗн никӗсӗ пулнине ӑнланассине ҫирӗплетнĕ.
#Росдетцентр #НавигаторыДетства
#РоссияСемьяСемей, #МарафонКультур, #ДвижениеПервых, #РодныеЛюбимые
#НавигаторыДетстваРБ
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри 1-мӗш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.