Михайловкăри вăтам шкулта пуҫламӑш классен эрни «Пултарулӑх кунӗпе» вӗҫленнӗ. Ҫак кун «Кӗркуннепе сыв пуллашни» мероприяти ирттернӗ.
Мероприятин тӗллевӗсем: уяв тата пӗрлӗх атмосферине йӗркелесси, пултарулӑха аталантарасси, эстетика тутине вӗрентесси, культура шайне ӳстересси, эрнене пӗтӗмлетесси.
2-4 классенче вӗренекенсем вӗрентекенсем ертсе пынипе кӗркунне ҫинчен юрӑсем хатӗрленĕ, пӗрремӗш класра вӗренекенсем «Айӑплӑ пӗлӗт» илемлӗ ташӑ ташласа кӑтартнă. Номерсем хушшинче ачасем вылянă, кӗрхи темӑпа тупмалли юмахсен тупсӑмӗсене тупнă.
Мероприяти никама та сӳрӗк хăварман, ачасемпе педагогсем ырӑ вӑй-халпа авӑрланнă.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Михайловкăри вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/club201689192