#владимирпутин
Раҫҫей Президенчӗ географи енӗпе шкул учебникӗсен пӗрлӗхлӗ патшалӑх линейкине йӗркелеме хушнӑ.
Тивӗҫлӗ хушӑва Кремль сайтӗнче пичетленӗ. Тӗллевӗ — тӗп пӗтӗмӗшле тата вӑтам пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан учебниксем йӗркелессине тивӗҫтересси. Ӗҫе Вырӑс географи обществине, Раҫҫей ӑслӑлӑх академине, ҫавӑн пекех аслӑ шкулсемпе наука организацийӗсене явӑҫтарӗҫ.
Хушӑва пурнӑҫлани ҫинчен калакан доклада 2026 ҫулхи апрелĕн 1-мӗшӗччен тӑратмалла. Ӑна пурнӑҫа кӗртессишӗн правительство председательне Михаил Мишустина явап тыттарнӑ. Ҫавӑн пекех правительствӑна 2026 ҫулхи февралĕн 1-мӗшӗччен 2027 ҫула Географи çулталӑкӗ тесе пӗлтерме май пурри ҫинчен сӗнӳсем тӑратма хушнӑ.
Шкулти пур предметпа та пӗрлехи учебниксем тӑвас ӗҫ кӑҫалхи майччен тытӑнса пырать. Маларах ҫутӗҫ министрӗ Сергей Кравцов пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗнӗ учебниксене 2029 ҫул тӗлне хатӗрлеме палӑртнӑ, вӗсене пур ҫӗрте те ӗҫе кӗртме – 2032 ҫул тӗлне.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Айрат Нурмухаметов / fotobank02.ru.