Çутă çул
-10 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вĕрентÿ
19 Кӑрлач , 11:20

Шкул ачисем интереслĕ экскурсинче пулнă

Пишпӳлекри 3-мӗш шкулăн шаймуратов класӗнче вӗренекенсем Пушкӑртстанӑн Кармаскалӑ районне, Минигали Шаймуратов паллӑ геройӗн тӑван ялне -Шаймуратово ялне ҫитсе курса кӑсӑклӑ ҫулҫӳрев тунӑ.

Шкул ачисем интереслĕ экскурсинче пулнă
Шкул ачисем интереслĕ экскурсинче пулнă

Январӗн 16-мӗшӗнче Пишпӳлекри 3-мӗш шкулăн шаймуратов класӗнче вӗренекенсем Пушкӑртстанӑн Кармаскалӑ районне, Минигали Шаймуратов паллӑ геройӗн тӑван ялне -Шаймуратово ялне ҫитсе курса кӑсӑклӑ ҫулҫӳрев тунӑ.

Экскурси курав залне пӑхса тухнинчен пуҫланнă. Ачасем Пушкӑртсен легендарлӑ ҫарпуҫӗпе тата унӑн 112-мӗш пушкӑрт кавалери дивизийӗн историйӗпе паллашнӑ. Экспозицин тӗп элеменчӗ 3D -маппингӑн интерактивлӑ проекци панорами шутланать, куракана вӑхӑта туйма тата динамикӑллӑ сӑнапа ҫапӑҫӑвӑн тӗп саманчӗсене курма май парать.

Малалла вӗренекенсем Шаймуратов генералӑн биографийӗпе ҫар ҫитӗнӗвӗсен тӗпӗ-йӗрне уҫса паракан пӗлӳллӗ документлӑ фильма пӑхнă.

Программӑн тепӗр пункчӗ Шаймуратов ячӗллӗ шкул музейӗ тӑрӑх экскурси пулнă. Музей легендарлӑ паттӑра асра тытса упрать.

Ҫулҫӳревӗн вӗҫлемелли тапхӑрӗ Шаймуратов паркне ҫитсе курасси пулнă, унта ачасене лашине утланнӑ Минигали Шаймуратовăн кӳлепи саламланă.

#МОБУСОШ3
#Шаймуратовскийкласс
#ЭкскурсияВСелоКармаскалы

 

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпӳлекри 3-мӗш шкулăн социаллă сетьри страницинчен.

https://vk.com/public206548118

 

 

Шкул ачисем интереслĕ экскурсинче пулнă
Шкул ачисем интереслĕ экскурсинче пулнă
Шкул ачисем интереслĕ экскурсинче пулнă
Шкул ачисем интереслĕ экскурсинче пулнă
Шкул ачисем интереслĕ экскурсинче пулнă
Шкул ачисем интереслĕ экскурсинче пулнă
Шкул ачисем интереслĕ экскурсинче пулнă
Автор: Марина Иванова
Читайте нас