Пишпÿлекри «Дюймовочка» ача сачĕн «Гномики» пĕчĕккисен ушкӑнӗнче чуна илӗртекен тематикӑллӑ Юр кунӗ иртнӗ. Ачасемпе пӗрле юрӑн пахалӑхӗсене тишкерсе, унпа ӑшӑра мӗн пулса иртнине сӑнаса интереслӗ эксперимент ирттернӗ. Ачасем юрпа юр пӗрчисем ҫинчен нумай ҫӗннине пӗлнĕ, хӑйсен юр пӗрчисене тума хӑтланса ӗҫ патне пултарулӑхпа пынă, вӗсене ҫутӑ сӑрӑсемпе сӑрланă.
Кун пек занятисем пĕчĕккисен вӗтӗ моторикине, тимлӗхне тата шухӑшлавне аталантарма пулӑшаҫҫӗ, тавралӑха пӗлес процеса хаваслӑ та пӗлӳллӗ тӑваҫҫӗ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри «Дюймовочка» ача сачĕн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/public210640610