Çутă çул
-16 °С
Юр
Пур хыпар та
Вĕрентÿ
23 Кӑрлач , 10:34

Пишпӳлек районӗнчи пулас танкистсем

Хусанти Жуков орденĕллĕ Хӗрлӗ Ялавлă аслӑ танк команда училищин кулленхи кунӗсем пирки иккӗмӗш ҫул вӗренекен курсант Калиновка ялӗнчи Григорий Зарянов паллаштарчĕ.

Пишпӳлек районӗнчи пулас танкистсем
Пишпӳлек районӗнчи пулас танкистсем


Хусанти Жуков орденĕллĕ Хӗрлӗ Ялавлă аслӑ танк команда училищин кулленхи кунӗсем пирки иккӗмӗш ҫул вӗренекен курсант Калиновка ялӗнчи Григорий Зарянов, каникул отпускĕнче çуралнă тӑван ҫӗршывӗнче пулса курнӑскер, паллаштарчĕ. Пишпӳлек районӗнчен ҫӗршывӑн аслӑ ҫар команда вӗренӳ заведенийӗсенче РФ Хӗҫпӑшаллӑ вӑйӗсен офицерӗсене виҫӗ курсант вӗренет. Вӗсем пурте Хусан хулинчи легендарлӑ танк училищин студенчӗсем. Ку Калиновкӑри иккӗмӗш курсри танкистсен командирӗсем Григорий Зарянов, Йăлпăлакри Артем Ракипов тата Иттихатри пӗрремӗш курсра вӗренекен Илюр Галиев.
— 2024 ҫулта Пишпÿлекри 2-мӗш вӑтам шкултан вӗренсе тухсан нумай шухӑшласа тӑмасӑр, вӗренме кӗмелли экзаменсене ӑнӑҫлӑ тытса Хусанти аслӑ танк училищине вӗренме кӗтĕм, — пулас офицерсен пурнӑҫӗпе паллаштарать яштака та кӗрнеклӗ Григорий Андреевич Зарянов. - Шӑпах ҫакӑнта манпа пӗрле вӗреннĕ Артем Ракипов кӗнине пӗлсен тӗлӗнтӗм. Пирӗн пӗрлехи йышӑнусем, килӗшӳсем пулман. Шкул хыҫҫӑн пӗр-пӗринпе курса калаçман, курнӑҫман та. Кунта вара каллех шкул ҫулӗсенчи пек пӗрле пултăмăр.
Ҫамрӑк курсант пулас танкистсен кулленхи кунӗсем ҫинчен хавхаланса каласа парать. Училищӗре пурӗ 12 рота, унта икӗ пин ытла курсант вӗренет. Тата, кирек мӗнле ҫар вӗренӳ заведенийӗнчи пекех, кунта пӗрремӗш вырӑнта вӑйланнӑ физкультура хатӗрленӗвӗ тӑрать. Ирхине ултӑ сехетре тăмалла. Кулленхи зарядкӑри юлашки тапхӑр ултӑ ҫухрӑма кросс марш-бросок шутланать.
- Кашни тунтикун пирӗн командир кунӗ, - тет малалла Григорий Зарянов. - Плацра хамӑр чаҫри генералпа — командирпа тӗл пулатпӑр. Яланхи пекех ҫакӑн хыҫҫӑн занятисене уйрӑлу пырать. Ҫак кун пирӗн стройпа юрӑ смотрӗ — нумай та йывӑр хатӗрленӳ пулать-ха. Пире питӗ лайӑх, тутлӑ ҫитереҫҫӗ. Пӗрремӗш курсра стипенди 2500 тенкӗпе танлашать, иккӗмӗш курсран вара вӑл 15000 тенкӗрен пуҫланать те 27000 таран ҫитерет. Шӑматкунпа вырсарникун училище клубӗнче тӗрлӗ патриотла кинофильмсемпе боевиксем пӑхатпӑр, физкультурӑпа ҫар хатӗрленӗвӗн отличникӗсем валли вара хулана тухса çÿреме май пур. Ҫулсерен Тоцк лагерӗн танк полигонне ҫӳретпӗр, унта штатлӑ артиллери снарячӗсемпе перетпӗр. Тӗрлӗ ӑрури танксене тытса пыма вӗренетпӗр: Т-72, Т-82, Т-90 тата хальхи Т-14 танка. Ҫавӑн пекех ют ҫӗршывра туса кӑларнӑ танксемпе бронемашинӑсен тактикӑпа техника даннӑйӗсене тата хатӗр-хӗтӗрне тишкеретпӗр. Пирӗн училищӗре Америкӑра, Германире тата Швейцарире туса кӑларнӑ танксемпе бронетранспортерсем пур, вӗсене СВО ҫар ӗҫӗсен зонинчен илсе килеҫҫӗ. Анчах пирӗн ҫар техники ҫав «абрамссенчен» чылай хăватлăрах, техника тӗлӗшӗнчен лайӑхрах. Танкист ҫар офицер ĕçне суйласа илнӗшӗн ӳкӗнместӗп. Пирӗн танксем тӗнчери чи лайӑххисем!
Раҫҫей Хӗҫпӑшаллӑ Вӑйӗсен пулас офицерӗ Григорий Зарянов Пишпӳлекри 2-мӗш вӑтам шкулта та пулса курнă, унта вӗрентекенсемпе тата вӗренекенсемпе тӗл пулнӑ.
Владимир СМОЛОВ.
Сӑнӳкерчӗкӗсем: Владимир Смолов.

 

Пишпӳлек районӗнчи пулас танкистсем
Пишпӳлек районӗнчи пулас танкистсем
Пишпӳлек районӗнчи пулас танкистсем
Автор: Марина Иванова
Читайте нас