Пӗтӗм тӗнчери интернетсӑр куна халалласа Пишпӳлекри 1-мӗш вăтам шкулта ҫутӑ та чунлӑ мероприяти иртнӗ. Директорӑн воспитани енӗпе ӗҫлекен советникӗ Э.М.Сулейманова пуҫаруҫӑ пулнă, вӑл класс ертӳҫисемпе пӗрле илӗртӳллӗ вӑйӑ картине йӗркеленӗ.
Вӑхӑт вӗҫет, ачасем улшӑнаҫҫӗ, анчах кашни ӑрӑвӑн хӑйӗн юратнӑ вӑййисем пур, вӗсем хӑйсен ӳсӗмне пӑхмасӑр актуаллӑ юлаҫҫӗ. Вӗсен илӗртӳлӗхӗн вӑрттӑнлӑхӗ - ҫынсене чӗрӗ хутшӑну туса пӗрлештерме ансатлӑхра тата пултарулӑхра. Ку - чи кирли.
Вӑйӑсем тӗрлӗ енлӗ те интереслӗ: казаксем-хурахсем, пытанмалла, суккăр такалла, шашкӑсем, хур-акӑшсем, классика, юхан шыв, пионербол - тата ытти те. Вӗсем кирек хӑш ӳсӗмри ачасем валли те юрӑхлӑ.
#НавигаторыДетства
#Росдетцентр
#безМнтернета
#НавигаторыДетстваРБ
#ОрлятаРоссии
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпӳлекри 1-мӗш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/public210652587