Пишпӳлекри «Журавушка» ача сачӗн шкула хатӗрлекен тата аслӑ ушкӑнĕсенче интереслӗ Наука кунӗ пулнă. Ачасем наукӑпа тӗпчевӗн тӗлӗнмелле тӗнчине путса лупӑ урлӑ тӗрлӗ япаласене питӗ кӑсӑкланса пӑхнӑ. Кашни ача чӑн-чӑн тӗпчевҫӗ пулса тӑнӑ, хӑй валли ҫӗнӗ детальсемпе тӗлӗнмелле фактсем уҫнӑ.
Воспитанниксемпе «Путать-путмасть» ятлӑ интереслӗ эксперимент ирттернӗ. Ку опыт ачасене сывлӑш шывран ҫӑмӑлрах пулнине ӑнланма пулӑшать, тачӑлӑх вара япаласен ишме пултараслӑхне палӑртать.
Кун питӗ тухӑҫлӑ та илӗртӳллӗ иртнӗ, алла илнӗ пӗлӳ ачасене малалла тӗпчевсемпе экспериментсем тума хавхалантарасса шанатпӑр.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпӳлекри «Журавушка» ача сачӗн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/public210640710