Радий Хабиров социаллă сетьре ҫапла ҫырнӑ: «Халӗ пирӗн республика ӑсчахӗсем Раҫҫейӗн технологи суверенитетне тивӗҫтерессипе ҫыхӑннӑ пӗлтерӗшлӗ тӗллевсене татса параҫҫӗ. Ку енӗпе вӗсене эпир Пушкӑртстанра йӗркелекен малта пыракан технологисем, хальхи йышши оборудовани тата анлӑ ӑслӑлӑх инфратытӑмӗ пулӑшаҫҫӗ».
Радий Хабиров РАН УФИЦ биохимипе генетика институчӗ мӗнле ӗҫленине каласа панă. Вӑл федерацин Вӗренӳ министерствин грант укҫи-тенкипе икӗ пысӑк проект пурнӑҫлать. Финансланин пӗтӗмӗшле калӑпӑшӗ пилӗк ҫуллӑха ҫур миллиард тенкӗрен те иртет.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Радий Хабировăн страницинчен.