Ялти професси пӗлӗвӗн учрежденийӗсем районсенче чи ҫутӑ та илемлӗ точка пулмалла, пӗлтернӗ вăл хӑйӗн шухӑшне.
Тунтикун правительствӑри оперативлӑ канашлура Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров республикӑри хуласемпе районсенчи колледжсене модернизацилес программӑна малалла тӑсма хушнӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, ĕҫ Балтачă районӗнче, Чишмара, Иглинра тата Мишкинра пырать ӗнтӗ.
— Пирӗн тӑххӑрмӗш класра вӗренекенсен 66 проценчӗ колледжсене каять. Ку та пире хальлӗхе килӗшет. Пирӗн ял колледжӗсем районсенчи чи ҫутӑ та илемлӗ точка пулмалла. Унта укҫа-тенкӗ, ҫав шутра федераци укҫине те, ямалла. Ку — пирӗн ачасем ниҫта та тухса каймассин 100% гаранти. Ял каччине, хӗре хӑйӗн районӗнче пӗлӳ илме чылай лайӑхрах, тупӑшлӑрах. Тухса кайни, урӑх хулара пурӑнни — хаклӑ та, ашшӗ-амӑшӗшӗн хушма хумхану та, — тенӗ Радий Хабиров.
Сăнÿкерчĕкĕ: «Башинформ» ИА / архив.