Çутă çул
-17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вĕрентÿ
19 Нарӑсӑн , 12:00

Демскинчи вăтам шкулта конкурспа вӑйӑ программи иртнĕ

Ҫарпа патриотизм воспитанийӗн уйӑхлӑхӗ шайӗнче Демскинчи вăтам шкулта «Атьăр-ха, арçын ачасем!» конкурспа вӑйӑ программи иртнĕ.

Демскинчи вăтам шкулта конкурспа вӑйӑ программи иртнĕ
Демскинчи вăтам шкулта конкурспа вӑйӑ программи иртнĕ

Ҫарпа патриотизм воспитанийӗн уйӑхлӑхӗ шайӗнче Демскинчи вăтам шкулта «Атьăр-ха, арçын ачасем!» конкурспа вӑйӑ программи иртнĕ. Ӑмӑрту программи интеллектуаллӑ-спорт ӑмӑртӑвӗсенчен тӑнӑ.
Ачасем командӑсенче туслӑ ӗҫленĕ: ҫар профессийӗсем ҫинчен тупмалли юмахсен тупсăмĕсене тупнă, хӑйсен ҫивӗчлӗхне, ҫаврӑнӑҫулӑхне, пултарулӑхне хӑнӑхтарнă.
Ӑмӑрту пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх икӗ команда та пӗр пек балл пухнӑ, апла пулсан туслӑх ҫӗнтернӗ. Çамрӑк хутшӑнакансене саламлатпӑр, физкультурӑпа тата спортпа тӑтӑшах туслашма, сывӑ пурнӑҫ йӗркине тытса пыма тата ҫӗнтерӳ патне ӑнтӑлма сунатпăр!

Сăнÿкерчĕкĕ: Демскинчи вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/public201675390

 

Демскинчи вăтам шкулта конкурспа вӑйӑ программи иртнĕ
Демскинчи вăтам шкулта конкурспа вӑйӑ программи иртнĕ
Демскинчи вăтам шкулта конкурспа вӑйӑ программи иртнĕ
Демскинчи вăтам шкулта конкурспа вӑйӑ программи иртнĕ
Демскинчи вăтам шкулта конкурспа вӑйӑ программи иртнĕ
Демскинчи вăтам шкулта конкурспа вӑйӑ программи иртнĕ
Демскинчи вăтам шкулта конкурспа вӑйӑ программи иртнĕ
Автор: Марина Иванова
Читайте нас