Пишпӳлекри «Улыбка» ача садӗнче Раҫҫейри архивсен кунне халалланӑ интереслӗ тематикӑллӑ кун иртнĕ.
«Гномики» кӗҫӗн ушкӑнӗн воспитанникӗсем авалхи экспонатсемпе архив материалӗсем урлӑ хӑйсен садӗнчи иртнĕ пурнăçпа паллашса истори атмосферине путнӑ. Воспитатель ертсе пынипе ачасем малтан пӗлӳллӗ калаҫӑва пуҫтарӑннă, унта архивсем мӗн тума кирлине тата ӑрусен астăвăмне упрас ӗҫре вӗсем мӗнле пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑннине пӗлнĕ.
Унтан ҫамрӑк тӗпчевҫӗсем чӑн-чӑн истори артефакчӗсене хӑйсен куҫӗпе курас тесе тӳрех хӑйсен ушкӑнӗн архивне ҫул тытнӑ. Воспитательпе пӗрле ачасем унччен ясли ушкӑнӗнче йӗркеленӗ ҫутӑ стена хаҫачӗсене тупнӑ. Ҫак хаҫатсене пĕчĕккисен амӑшӗсемпе, ашшӗсемпе ҫыхӑннӑ уявсемпе пулӑмсене халалланӑ. Ачасем тупнӑ стена хаҫачӗсене ҫакнă та ашшӗ-амӑшӗн чылай ҫул каяллах ӳкернӗ сӑнӳкерчӗкӗсемпе портречӗсене кӑсӑкланса пӑхнă.
Экскурси хыҫҫӑн ачасем хӑйсене чӑн-чӑн архивариус ролӗнче пулса пӑхнӑ. Вӗсем ятарлӑ курупкасем ҫине пӗлтерӗшлӗ хутсене, ҫемье сӑнӳкерчӗкӗсене тата çитес ӑрусем валли типтерлӗн упраса хӑварнӑ темиҫе кивӗ теттене те тирпейлӗн сарма пулӑшнӑ.
Ҫакӑн пек тӗлӗнмелле кун ачасене архив ӑнлавӗпе паллашма май панă, ҫемье еткерлӗхне тата тӑван ача сачӗн истори иртнӗ кунӗсене хисеплеме вӗрентнӗ. Ачасем хӑйсен умӗнче иртнин тӗлӗнмелле тӗнче алӑкӗсене уҫнипе нумай ырӑ туйӑм илнӗ!
#деньзаднем
#УлыбкаБижбуляк
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпӳлекри «Улыбка» ача сачӗн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/public218299771