Çутă çул
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вĕрентÿ
25 Мартӑн , 10:54

Шкул ҫулне ҫитменнисен организацийӗсен командисем КВНа хутшăннă

Пишпÿлекри Ача-пӑча пултарулӑх центрӗнче районти шкул ҫулне ҫитменнисен организацийӗсен командисем «ДОО КВН - квест-вӑййине» хутшӑнма пухӑннă.

Шкул ҫулне ҫитменнисен организацийӗсен командисем КВНа хутшăннă
Шкул ҫулне ҫитменнисен организацийӗсен командисем КВНа хутшăннă

Пишпÿлекри Ача-пӑча пултарулӑх центрӗнче районти шкул ҫулне ҫитменнисен организацийӗсен командисем «ДОО КВН - квест-вӑййине» хутшӑнма пухӑннă. Мероприяти чаплӑ уҫӑлнинчен пуҫланнă, хутшӑнакансене район администраци пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе кадрсем тĕлешпе ĕçлекен ҫумӗ А.А. Данилов саламланă. Шкул умӗнхи ушкӑнсен ачисем сӑвӑсем вуланă, «Тумлам» юрӑ парнеленĕ, командӑсем хӑйсем ҫинчен визиткӑра каласа паллаштарнă, унтан вунă команда квест кӗтнӗ. Çичĕ лаптӑка учрежденисем хатӗрленӗ: «Кӗнеке утравӗ» ача-пӑча библиотеки, «Музыка пуҫватмӑшӗ», «Ӳнер калейдоскопӗ» Ача-пӑча ӳнер шкулӗ, «Лабиринт», «Пултарулӑх мастерскойӗ» Ача-пӑча творчество центрӗ, «Ҫемье» центрĕ – «Айкюша», «Санитари» районти вӗрентӳ пайӗ. Командӑсен капитанӗсем ӗҫ опычӗпе — ДОУри педагогика йӑли-йӗркипе паллаштарнă. Пурте питӗ лайӑх тухса каланă. Анчах хăшпĕрне кӑшт ытларах ӑнăçнă. Мӗнпур заданисене ирттернин пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх, кӑтартусем ҫапларах:

1-мӗш вырӑн — Пишпÿлекри «Умка» ача сачӗн «Точка опоры» команди;

2-мӗш вырӑн — Пишпÿлекри «Улыбка» ача сачӗн «Матрешки» команди;

3-мӗш вырӑн — Михайловкăри «Малыш» ача сачӗн «Малыши» команди.

Пурне те муниципаллӑ районти вӗрентӳ ӗҫченӗсен профсоюз председателӗ Р.В.Тиманкин тата вӗрентӳ пайӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Л.М. Латыпова саламланă.

 

Сăнÿкерчĕкĕ: Пишпӳлекри Ача-пӑча пултарулӑх центрӗн социаллă сетьри страницинчен.

https://vk.com/public144264663

 

 

Шкул ҫулне ҫитменнисен организацийӗсен командисем КВНа хутшăннă
Шкул ҫулне ҫитменнисен организацийӗсен командисем КВНа хутшăннă
Шкул ҫулне ҫитменнисен организацийӗсен командисем КВНа хутшăннă
Шкул ҫулне ҫитменнисен организацийӗсен командисем КВНа хутшăннă
Шкул ҫулне ҫитменнисен организацийӗсен командисем КВНа хутшăннă
Шкул ҫулне ҫитменнисен организацийӗсен командисем КВНа хутшăннă
Шкул ҫулне ҫитменнисен организацийӗсен командисем КВНа хутшăннă
Автор: Марина Иванова
Читайте нас