Пишпÿлекри 3-мӗш вăтам шкулта мартăн 31-мӗшӗнче «Орленок» ҫурхи лагерь пуҫланнӑ. Ҫак кун чӑн-чӑн уяв — ҫурхи каникул тата лагерь уҫӑлнӑ кун пуҫламӑшӗ пулса тӑнă. Иртенпех шкул ачасен савӑнӑҫлӑ куллипе, чӗрӗлӗхӗпе тулнă.
Ир йӑлана кӗнӗ линейкӑран пуҫланнă, унта ачасене урамра тата спорт залӗнче хӑрушсӑрлӑх правилисем пирки аса илтернĕ. Унсӑр пуҫне вӗсем ҫитес эрнери плансем пирки те пӗлнĕ.
Лагерь Пишпÿлекри 68-мӗш пушар чаҫне кайса килнинчен пуҫланнӑ. 68-мӗш пушар чаҫӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ А.Р. Динисламов пушарнӑйсен тата вӗсен машинисен ӗҫӗ пирки тӗплӗн каласа панă. Ачасем чӑн-чӑн пушар формине тӑхӑнса пӑхма, техникӑна шалтан тӗпчеме пултарнă.
Кун хастар та хаваслӑ иртнӗ. Ачасем лагерьте тепӗр куна чӑтӑмсӑррӑн кӗтнине эпир шансах тӑратпӑр, малта вӗсене интереслӗ тата нумай мероприятисем кӗтеҫҫӗ-ҫке.
#МОБУСОШ3
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри 3-мӗш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/public206548118