Ҫурхи каникулта Пишпÿлекри 3-мĕш вăтам шкулти кӗҫӗн классенче вӗренекенсем историе илӗртӳллӗ ҫул ҫӳрев тунă — ачасем Ситек ялӗнчи «Асанне арчи» музейне Наталья Анатольевна Павлова вӗрентекенпе пӗрле ҫитсе курнă.
Экскурси пуян та пӗлӳллӗ пулса тухнă: ачасем каласа панине итленӗ кӑна мар, чӑннипех те историе сӗртӗннĕ — сӑнӳкерчӗксем, документсем тата чӗрӗ историсем урлӑ.
Ҫакнашкал мероприятисем шкул ачисене пӗчӗк тӑван ҫӗршыв историне лайӑхрах пӗлме, ӑрусен ҫыхӑнӑвне туйма, таврапӗлӳпе кӑсӑкланассине тата йӑла-йӗркене хисеплессине аталантарма пулӑшаҫҫӗ.
Вӗренекенсене вара — кӑсӑкланнӑшӑн тата хастар хутшӑннӑшӑн тавтапуҫ!
Сăнÿкерчĕкĕсем: «Асанне арчи» Наци культура центрӗн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/public183911692