

Пишпӳлекри 2-мӗш вӑтам шкулта вӗренекен Елисей Смолов ӳнер искусствипе Республика олимпиадин ҫӗнтерӳҫи пулса тӑнӑ.
Ӳкересси мӗн авалтан этем пултарулӑхӗн тата хӑйне палӑртнин тӗп енӗ пулса юлать. Ара, художниксем эпир ӑҫта пур, ҫавӑнта вак-тӗвексемпе илеме кураҫҫӗ-ҫке. Ӳкерсе ҫын хӑйӗн шухӑшӗсене, кăмăлне пӗлтерет, тĕрлĕ информаци парать.
Март вӗҫӗнче К.А. Давлеткильдеев ячӗллӗ республикӑри ӳнер гимнази-интернат площадкинче ӳнер искусствипе республика олимпиадин регионти практика турӗ пулнă. Олимпиада Пушкӑртстан Республикин 6-9-мĕш класӗсенче вӗренекен 170 ҫынна пухнӑ. Олимпиадӑн пур тапхӑрне те ӑнӑҫлӑ иртнĕ хыҫҫӑн Пишпÿлекри 2-мӗш вӑтам шкулта вӗренекен Елисей Смолов юлашки практика турне хутшӑнса ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑнӑ. Сӑмах май, вӑл ҫак олимпиадӑна иккӗмӗш ҫул ҫавӑн пекех ӑнӑҫлӑ хутшӑнать!
Елисей - питӗ пултаруллӑ вӗренекен. Анчах кашни ӑнӑҫлӑ ача хыҫӗнче унӑн вӗрентекенӗ, пулăшаканĕ тӑрать, вӑл тӗрӗс ҫул-йӗр кӑтартӗ, кирлӗ пӗлӳ парӗ. Ку енӗпе унпа нумай ҫул опытлӑ аслӑ категориллӗ учитель, Раҫҫей Федерацийӗн чи лайӑх учителӗсен конкурсӗн Хисеплӗ ӗҫченӗ тата ҫӗнтерӳҫи Тамара Демьяновна Гончарова ӗҫлет. Вӑл хӑйӗн вӗренекенӗ ахаль ӳкерессипе кӑна мар, академипе ӗҫленине палăртать.
Пирӗн çӗнтерӳҫӗ Елисей Смолов пултаруллă ҫемьере ҫуралнӑ. Пултарулӑха юратни, талант ӑруран ӑрӑва куҫать-ҫке. Ҫемье йӑли-йӗркине упраса хӑварасси, умри ӑс-хакӑлпа усӑ курасси, опыта, хаклӑхсене тата культурӑна куҫарасси — ҫакă пурте Смоловсен ҫемйи ҫинчен. Амӑшӗ Ирина Садулевнапа ашшӗ Владимир Анатольевич хӑйсен ачисене ырӑ та илемлӗ япаласем хывнӑ. Владимир Анатольевич хӑй ҫутӑпа шыв пурнӑҫӗнче культура сферинче те, вӗрентӳпе журналистика сферинче те чылай ҫул иртнӗ пултарулӑх ҫынни пулнӑ май ҫапла каласа парать: «Кашни ҫын пултаруллӑ, анчах талант вӑл тӑпрана лексе шӑтса тухмалли вăрлăх пек. Анчах ун валли пулӑхлӑ тӑпра, удобрени тата лайӑх вӑрлӑх хатӗрлемелле».
Ермолкин ялӗнчи шкул директорӗнче 25 ҫул ӗҫленӗ Елисей аслашшӗ Анатолий Петрович баянпа питӗ лайӑх вылянӑ, юрланӑ, ӳкернӗ. Тӗрлӗ енлӗ аталаннӑ, пултаруллӑ ҫын тата педагог пулнӑ. Владимир Анатольевич та ашшӗ ҫулӗпе кайнă. Вӑл, педучилищӗрен вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн, малалла БГУ, Аургазă районӗнче учитель, шкул директорӗ, Пишпӳлек районӗнчи вӗрентӳ пайӗнче 18 ҫул инспектор пулса ӗҫленӗ, Пишпӳлек ялӗнчи 1-мӗш вӑтам шкулта ӳкерӳпе истори урокӗсене ертсе пынӑ. Вӗсем мӑшӑрӗпе виҫӗ ача ÿстернĕ, иккӗшӗ ҫитӗннӗ ӗнтӗ, Елисей — 7-мӗш класс вӗренекенӗ. Ачан пултарулӑх туртӑмӗ ашшĕ енчен кӑна мар, Ирина амăшĕ те хӑйӗн ачисене илеме туйма вӗрентет. Унӑн ӗҫӗ те илемлине тӑвассипе ҫыхӑннӑ — вӑл флорист. Пӗрремӗш ӳкерчӗксем, пӗрремӗш задаткӑсем Елисейӗн шкул ҫулне ҫитмен чухнех палăрнӑ, вӗсене «Умка» ача садӗнче аталантарма пуҫланӑ. Ӳкерме юратнине курсан амăш ывӑлне Ача-пӑча пултарулӑх центрне янӑ, унта ачасемпе ӗҫ шайӗ урӑхларах, пӗчӗк художника малалла пултарулӑх енчен аталантарма пысӑк май уҫӑлнӑ.
Смоловсен ҫемйи Елисее воспитани пама пысӑк вӑй хурать. Ывӑлне килте унӑн мӗнпур пуҫарӑвӗнче пулӑшаҫҫӗ, пултарулӑх аталанӑвӗ валли пур услови те туса панӑ. Кирлӗ хатӗр-хӗтӗре тӑтӑшах туянаҫҫӗ: ӳкермелли пирсемпе хут, сӑрӑсем те (гуашь, акрил, акварель), киҫтӗксем те, фломастерсем те. Электронлӑ ӳкермелли графика планшечӗ те пур. Ытларах ҫамрӑк ӳнерҫӗ ҫынсене, шухӑшласа кӑларнӑ персонажсене тата натюрморт ӳкерме юратать. Унӑн пултарулӑхӗнчи юратнӑ тема — унӑн туслӑ ҫемйи. Килте художниксем ҫинчен, искусство ҫинчен ҫырнӑ кӗнекесем, картинӑсем, ҫавӑн пекех методика литератури пур. Аслӑ ӳнерҫӗсен картинисене кӑтартакан «Третьяков галерейи» пысӑк кӗнеке уйрӑмах тимлĕхе тивĕçлĕ, ҫавӑн пекех ҫӗнӗ ӳнерҫӗсем валли ӳнер искусствине вӗрентмелли пособисем те пур. Мольбертсӑр мӗнле художник-ха? Елисейӗн вӗсем иккӗ, вӗсем ӑна тӗрӗс ӳкерме кирлӗ. Картинӑна тӑвассинче хӑйӗн техника правилисем пур-ҫке, вӗсем ҫумне художникӑн хавхаланӑвӗпе туйӑмӗсем хутшӑнаҫҫӗ. Ӳкерме, паллах, малтан ашшӗ вӗрентнӗ. Халӗ те вӑл вӗҫме ҫунат парать, ялан канашсемпе пулӑшать. Ашшĕ ывӑлне: «Хăвӑн юратнӑ ӗҫне тупрӑн — аппалан! Вӑл сана савӑнӑҫпа ҫитӗнӳ ҫеҫ патӑр! Малашне санӑн картинусене пӗлччӗр, хаклаччӑр тетӗп. Вӗсем сана ăс-тăн та, пурлӑх та илсе килччӗр. Акӑ нумаях пулмасть Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин Раҫҫейри паллӑ ӳнерҫе Никас Сафронова Александр Невский орденне панӑ. Сана та пурнӑҫра ҫӗнӗ тӳпесем патне ӑнтӑлма сунатӑп, ун валли лайӑх вӗренмелле, нумай ӗҫлемелле! Пурнӑҫ кӗске, искусство ӗмӗрлĕхе!», — тесе калать.
Ашшӗ-амӑшне савӑнмалăх, ывӑлӗ тусӗсене те, ашшӗ-амӑшне те яланах пулӑшакан, аслӑ пиччӗшӗн Андрейӑн ачисене — Маринӑпа Гордее — пӑхса тӑракан ырӑ кӑмӑллӑ, вашават ача пулса ӳсет. Вӑл тӳрӗ, тӗрӗс кӑмӑллӑ, ырӑ кӑмӑллӑ та сӑпайлӑ, килти чӗр чунсене — Касьян кушакпа Алиса йытта — питӗ юратать. Вӗренӳсӗр тата юратнӑ ӗҫпе аппаланнисӗр пуҫне спортпа кӑсӑкланать, юлташӗсемпе футболла, волейболла выляма юратать. Елисей ÿкерессипе хавхаланса ӗҫлет, ҫавӑнпа ку унӑн вӗренӗвне чӑрмантармасть, ытларах пулӑшать, хавхалантарать. Малашне вӑл графика дизайнерӗ пулма ӗмӗтленет. Пысӑк ҫитӗнӳсем сунар ӑна!
Елисей — авалхи, ытарлӑ, историллĕ ят, аслӑ вӑйсене ӗненнине кӑтартать. Ҫак сайра тӗл пулакан ята ӑна амӑшӗ панӑ, мӗншӗн тесен ывӑлӗ сывӑ, ҫирӗп, юмахри герой пулса ҫитӗнтӗр тенӗ! Турккӑ ҫыравҫи Орхан Памук каланӑ тӑрӑх: «Ӳкересси — ӑс-тӑншӑн шӑплӑх, куҫшӑн музыка». Елисей хӑйӗн илемлӗ «музыкипе», сӑрӑсен поэзийӗпе пирӗн куҫа нумай-нумай савӑнтартӑр.
Зульфида МУЛЛАГАЛЕЕВА.
Сӑнӳкерчӗкӗсем: Зульфида Муллагалеева.