Çутă çул
+16 °С
Облачно
Вĕрентÿ
22 Мая , 06:33

Хушăлкари шкул ачисем «АгроНТРИ-2026» конкурса хутшăннă

«АгроНТРИ-2026» Пӗтӗм Раҫҫейри конкурсра Пишпÿлек районне Хушăлкари вăтам шкулăн биологи учителӗ Н.Е. Васильева ертсе пынипе вӗренекенсен команди тӑратнӑ.

Хушăлкари шкул ачисем «АгроНТРИ-2026» конкурса хутшăннăХушăлкари шкул ачисем «АгроНТРИ-2026» конкурса хутшăннă
Хушăлкари шкул ачисем «АгроНТРИ-2026» конкурса хутшăннă

Пушкӑрт патшалӑх аграри университечӗн никӗсӗ ҫинче «АгроНТРИ-2026» Пӗтӗм Раҫҫейри конкурсӑн куҫӑн мар регион тапхӑрӗ иртнӗ.
Мероприятие Пушкӑртстан Республикинчи заочнӑй тапхӑр пӗтӗмлетӗвӗсемпе суйласа илнӗ 150 ытла вӗренекен хутшӑннӑ.
Пишпÿлек районне Хушăлкари вăтам шкулăн биологи учителӗ Н.Е. Васильева ертсе пынипе вӗренекенсен команди тӑратнӑ.
Конкурсӑн куҫӑн мар регион тапхӑрӗн ҫӗнтерӳҫисем кашни номинацире конкурс заданийӗсене пурнӑҫланине пула чи нумай балл пухнӑ ӳсӗм ушкӑнӗсене шута илмесӗр 3-шер ҫын пулнă.
Конкурс пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх пирӗн вӗренекенсем питӗ лайӑх кӑтарту кӑтартнă: Софья Данилова ҫӗнтерӳҫӗ, Мария Степанова тата Данил Васильев – Пӗтӗм Раҫҫейри «АгроНТРИ-2026» конкурсӑн регион тапхӑрӗн призерӗсем.
Ачасене тата Надежда Евдокимовнана конкурсра ҫӗнтернӗ ятпа саламлатпӑр. Эпир сирӗнпе мăнаçланатпӑр! Сире малалла ҫитӗнӳсемпе ҫӗнтерӳсем сунатпӑр!
Сăнÿкерчĕкĕсем: Хушăлкари вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/club202011028

 

Хушăлкари шкул ачисем «АгроНТРИ-2026» конкурса хутшăннă
Хушăлкари шкул ачисем «АгроНТРИ-2026» конкурса хутшăннă
Хушăлкари шкул ачисем «АгроНТРИ-2026» конкурса хутшăннă
Хушăлкари шкул ачисем «АгроНТРИ-2026» конкурса хутшăннă
Хушăлкари шкул ачисем «АгроНТРИ-2026» конкурса хутшăннă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас