

Пишпÿлекре ҫулсерен иртекен йӑлана кӗнӗ туристсен слечӗ пуҫланнӑ, вӑл пӗтӗм районти шкул ачисене пӗрлештернӗ. Ҫитес икӗ кунра ачасем туризм никӗсне алла илӗҫ, усӑллӑ хӑнӑхусемпе пӗлӳ илӗҫ, ҫавӑн пекех туризм марш-бросокӗнче хӑйсене кӑтартма пултарӗҫ — шӑпах унӑн пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх паян ҫӗнтерӳҫӗ команда палӑрӗ.
Хальлӗхе унта хутшӑнакансем Игорь Николаев ҫӑлкуҫӗ патӗнчи уҫланкӑра лагерь йӗркеленӗ ӗнтӗ, кирлӗ инструктаж иртнĕ, апатланнӑ, тавралӑха тӗпченӗ хыҫҫӑн ӑмӑртӑва тытӑннӑ.
Туристсен слетне уçнă церемонире район администраци пуҫлӑхӗн ҫумӗ Алексей Данилов шкул ачисене ҫитӗнӳсем суннă, шанӑҫне пӗлтернӗ: ҫак икӗ кун вӗсемшӗн пуян та усӑллӑ пулӗ. Слет ҫамрӑксен туризмпа кӑсӑкланассине аталантарать кӑна мар, командӑра ӗҫлес ӑсталӑха йӗркелесе пӗрлӗхе те пулӑшать.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпӳлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/officialbiz