

Кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулта пулас пӗрремӗш класра вӗренекенсемпе тӑван шкул стенисенче тĕлпулу иртнĕ. 14 арҫын ачапа хӗрача, Пишпÿлекри «Журавушка» ача сачӗн воспитанникӗсем, педагогпа тата воспитатель пулӑшаканӗпе пӗрле вӗренӳ заведенийӗпе паллашма шутланă. Алӑк патӗнче вӗсене шкул музейӗн ертӳҫи Елена Ивановна Андреева кӗтсе илнӗ, вӑл вӗсене вӗренӳ учрежденине йӗркелесе аталантарни ҫинчен каласа панă. Ачасем этажсем тӑрӑх питӗ интересленсе утса тухнă, вӗренӳ кабинечӗсене кӗрсе пӑхнă, шкул музейӗнче пулса курнă, тӗп тематика экспозицийӗсемпе паллашнă. Вӗсене питӗ интереслӗ пулнă. Пурин те чаплӑ шкулта вӗренме кăмăл çуралнă!
#Бижбуляк2школа
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.