

Ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулăн стенисенче 9‑мӗш тата 11‑мӗш классенчен вӗренсе тухакансем валли юлашки шӑнкӑрав янӑранă. Ҫак кун пӗлтерӗшлӗ тапхӑр вӗҫленнин тата ҫӗнӗ ҫул пуҫланнин символӗ пулса тӑнă. Ачасене ӑс парса шкул директорӗ — Елена Леонидовна Филиппова тата район администраци пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе кадрсен ҫумӗ Алексей Александрович Данилов сӑмах каланă.
Педагогсене ӑслӑлӑхпа чӑтӑмлӑхшӑн, ашшӗ-амӑшне пулӑшнӑшӑн, выпускниксене ӗмӗр асра юлакан ҫутӑ самантсемшӗн тав тӑватпӑр.
Выпускниксене экзаменсенче ҫитӗнӳсем, хӑюллӑ йышӑнусем тата чаплӑ ҫӗнтерӳсем сунатпӑр! Кашни утӑм шанчӑклӑ пултӑр, ӗмӗтсем — пурнӑҫа кӗме пултарччӑр!
#Бижбуляк2школа
#Последнийзвонок2026
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/bssh2