

Ачалӑхпа ҫамрӑклӑх эрни шайӗнче «Пӗрремӗшсен юхӑмӗн» специалисчӗсем Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкул ҫумӗнчи лагерьти ачасем патне хӑнана кӗрсе тухнă. Анчах выляма кӑна мар, пӗрремӗш пулӑшу енӗпе усӑллӑ та пурнӑҫра кирлӗ интерактивлӑ урок ирттерме. Хӑрушсӑрлӑх вӑл — кашнин мӗн ачаранах пӗлмелли япала.
Занятире ачасем:
- лару-тӑрӑва мӗнле тӗрӗс хакламаллине, ҫынна пулӑшу кирлине ӑнланмаллине;
- васкавлӑ службӑсене мӗнле номерсемпе шӑнкӑравламаллине, оператора мӗн каламаллине;
- сурана мӗнле тӗрӗс сиплемеллине пĕлнĕ.
Чӑнлӑх е миф: пӗрремӗш пулӑшу панӑ чухне тӗп йӑнӑшсене тишкернӗ. Ачасем хӑйсене чӑн-чӑн ҫӑлавҫӑсем пек кӑтартнă: нумай ыйтусем панă, чи пӗчӗккисем те уҫӑмлӑн та шикленмесӗр ӗҫлеме пултарнине кӑтартса панă.
#ФестивальДвиженияПервых
#НеделяДетства
#НавигаторыДетстваРБ
#ДвижениеПервых
#ДвижениеПервыхРБ
#ДвижениеПервыхБижбулякскийрайон
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.