Çутă çул
+9 °С
Облачно
Вĕрентÿ
19 Июня , 06:22

Шкул ҫумӗнчи лагерьти кун — пуян та ҫутӑ!

Пишпÿлекри 2-мӗш вăтам шкул ҫумӗнчи лагерьти 18 смена кунӗ, кашни отряд вӑхӑтне усӑллӑ та кӑсӑк ирттернӗ!

Шкул ҫумӗнчи лагерьти кун — пуян та ҫутӑ!Шкул ҫумӗнчи лагерьти кун — пуян та ҫутӑ!
Шкул ҫумӗнчи лагерьти кун — пуян та ҫутӑ!


Пишпÿлекри 2-мӗш вăтам шкул ҫумӗнчи лагерьти 18 смена кунӗ, кашни отряд вӑхӑтне усӑллӑ та кӑсӑк ирттернӗ!
Пӗрремӗш отрядра районти Ача-пӑча библиотекин ӗҫченӗсем пулса курнӑ — ачасем илӗртӳллӗ историсем нумай пӗлнӗ пулмалла, хӑйсем валли ҫӗнӗ кӗнекесем уҫнӑ!
Иккӗмӗш отряд спортзалта вӑй-хал пухнӑ, унтан экскурсие кайнӑ — темен чухлӗ туйӑм илнĕ!
Виҫҫӗмӗш тата тӑваттӑмӗш отрядсем почтӑра пулнă — ҫырусемпе посылкӑсем мӗнле кайнине те пӗлнĕ пулӗ!
Пиллӗкмӗш отряд шкул ҫумӗнчи участокра ӗҫленĕ, ачасем практика иртнĕ — ӗҫленĕ, ҫӗннине вӗреннĕ!
Ҫиччӗмӗш, саккӑрмӗш тата тӑххӑрмӗш отрядсем спортзалта вӑхӑта хаваслӑ ирттернĕ — кулӑ, вӑйӑсем, команда сывлӑшӗ унта кунӗпех хуҫаланнă!
Лагерьти кашни кун — ҫӗнӗ уçусем, туссем тата кăмăл-туйăм тинӗсӗ!

#Бижбуляк2школа
#ПришкольныйЛагерь2026
#НавигаторыДетстваРБ

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри 2-мӗш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/bssh2

 

 

Шкул ҫумӗнчи лагерьти кун — пуян та ҫутӑ!
Шкул ҫумӗнчи лагерьти кун — пуян та ҫутӑ!
Шкул ҫумӗнчи лагерьти кун — пуян та ҫутӑ!
Шкул ҫумӗнчи лагерьти кун — пуян та ҫутӑ!
Шкул ҫумӗнчи лагерьти кун — пуян та ҫутӑ!
Шкул ҫумӗнчи лагерьти кун — пуян та ҫутӑ!
Шкул ҫумӗнчи лагерьти кун — пуян та ҫутӑ!
Автор:Марина Иванова
Читайте нас