

Хаклӑ тусӑмсем, юсав ӗҫӗсен фронтӗнчи хыпарсене сирӗнпе пайлас тетпӗр. Пишпӳлекри «Улыбка» ача садӗнче ӗҫ вӗресе тӑрать — ку сӑмах кӑна мар. Кашни кун ача сачӗн ӗҫченӗсем киҫтӗксемпе, валиксемпе, шпательсемпе тата питӗ лайӑх кӑмӑл-туйӑмпа хӗҫпӑшалланса пӗрлехи ҫурта хӑтлӑрах та илемлӗрех тӑваҫҫӗ.
Мӗн тунӑ ӗнтӗ:
Кивӗ йывӑҫ чӳречесем ҫӗнӗ пластик чӳречесемпе улшӑнаҫҫӗ — халӗ ушкӑнсенче ӑшӑ та шӑп пулӗ;
Стенасемпе маччасене сӑрлаççĕ — ҫӗнӗ ҫутӑ тӗссем куҫа савӑнтараҫҫӗ;
Штукатурка тӑваҫҫӗ — ҫийӗсем тикӗс те яка пулаҫҫӗ.
Пур пӳлӗмсене те генеральнӑй ҫӑвасси — пур ҫӗрте те тасалӑхпа тирпейлĕх. Уйрӑм мӑнаҫлӑх вӑл — туслӑ коллектив. Педагогсем, воспитательсен пулӑшуҫисем, завхоз, дворниксем, поварсем — пурте ӗҫе пикеннĕ. Ачасем садикре хӑйсене килти пек туйччӑр тесе ӗҫлеҫҫӗ кӑна мар, кашни стенана, кашни чӳречене чун хываҫҫӗ.
Пӗрле эпир ачасене ӑшӑ, ҫутӑ та савӑнӑҫлӑ вырӑн туса хуратпӑр! Ҫак пысӑк та пӗлтерӗшлӗ ӗҫ ҫине алӑ хунӑ кашни ҫынна тав!
#педагогиулыбка
#УлыбкаБижбуляк
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпӳлекри «Улыбка» ача сачӗн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/public218299771