

Мария Андреева — пӗлÿ ҫеҫ паракан мар, ӗҫе чун хывакан сайра тӗл пулакан учитель.
Ӑсталӑх вӑл пӗлӳпе опыт кӑна мар, уйрӑм парне те пур — ачана илтме, унӑн пултарулӑхне уҫса пама, унра кӑсӑклӑх хӗлхемне ҫутма пӗлни. Михайловкăри вӑтам шкулти пуҫламӑш классен вӗрентекенӗ Мария Вениаминовна Андреева шӑпах ҫакӑн пек педагог пулса 35 ҫул ытла юлать ӗнтӗ.
Мария Вениаминовна профессие чӗре чӗннипе килнӗ: 1989 ҫулта Пелепейри педагогика училищинчен вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн Михайловка ялӗнчи вӑтам шкулта ӗҫлеме пуҫланӑ — ҫавӑнтанпа вӑл пӗрре те ӗҫ вырӑнне улӑштарман. Вӑл хӑйӗн пурнӑҫӗн пысӑк пайне шкула халалланӑ. Паян унӑн педагогика стажӗ виҫӗ теҫетке ҫул ытла. Ҫак ҫулсенче вӑл 150 ытла вӗренекене вӗрентнӗ, кашниншӗн шкулти пӗрремӗш ҫулсем уҫмалли тата пулӑшмалли вӑхӑт пулса тӑнӑ.
Мария Вениаминовнан пысӑк профессионализмне аслӑ квалификаци категорийӗ ҫирӗплетнӗ, 2007 ҫулта унӑн ӗҫне «Раҫҫей Федерацийӗн пӗтӗмӗшле вӗрентӗвӗн хисеплӗ ӗҫченӗ» кӑкӑр паллипе палӑртнӑ. Анчах вӗрентекеншӗн чи пӗлтерӗшлӗ наградӑсем — унӑн вӗренекенӗсен ҫитӗнӗвӗсем. Мария Вениаминовнан воспитанникӗсем хушшинче — тӗрлӗ конкурс ҫӗнтерӳҫисем. Кирилл Исмагилов 2012 ҫулта тӗпчев ӗҫӗсен конкурсӗнче ҫӗнтернӗ, Ассель Мигранова «Ломоносов вулавӗсенче», Пелагея Елисеева — 2020 ҫулта патриотла юрӑ конкурсӗнче палӑрнӑ. Ҫак ҫитӗнӳсем ӑнсӑртлӑх мар, педагог кашни ачан интересӗсене тимлӗн пӑхнин кӑтартӑвӗ.
Мария Вениаминовна урокӗсем уйрӑм атмосферӑпа уйрӑлса тӑраҫҫӗ: вӗсене методика тӗлӗшӗнчен йӗркеленӗ, ҫав вӑхӑтрах чӗрӗ те интереслӗ пулса юлаҫҫӗ. Ачасем хастар, хӑйсен шухӑшӗсене ирӗклӗн калаҫҫӗ, йӑнӑшасран хӑрамаҫҫӗ. Педагог кашни ача хӑйне пӗлтерӗшлӗ туякан, кӑсӑклӑх хавхалантаракан, хӑйтытӑмлӑх аталанакан уҫлӑх тума пӗлет. Вӑл яланах палӑртнӑ тӗллевсене пурнӑҫлать, ҫирӗп ыйтнипе пулӑшӑва пĕлсе пӗрлештерет.
Ӗҫтешӗсемпе ашшӗ-амӑшӗ Мария Вениаминовнана профессионал пек кӑна мар, уҫӑ чунлӑ ҫын пек те хаклаҫҫӗ. Вӑл яланах пулӑшма хатӗр — кӑткӑс ӗҫ ыйтӑвӗ-и е пурнӑҫри ҫӑмӑл мар лару-тӑру-и. Унӑн пулӑшăвӗпе ырӑ кӑмӑлӗ чылайӑшӗшӗн ҫынлӑх тӗрекӗ, тӗслӗхӗ пулса тӑнӑ.
Мария Вениаминовна — нумай ачаллӑ, виҫӗ ача ӳстернӗ анне. Вӗсем пурте аслӑ пӗлӳ илнӗ, хӑйсен ҫемйисене йӗркеленӗ, амӑшне хӑйсен ҫитӗнӗвӗсемпе савӑнтарма пӑрахмаҫҫӗ. Ҫакӑнта та унӑн педагогика ӑслӑлӑхӗ курӑнать: уроксенче кӑна мар, хӑйӗн тӗслӗхӗпе те воспитани пама пӗлни. Вӑл чаплӑ асанне, мӑнукӗсене хаваспах йышӑнать, вӗсене тӑрӑшулӑхпа, ӑшӑпа ҫавӑрса илет, историсем каласа парать, аслисене ырӑ кӑмӑлпа хисеплеме вӗрентет. Унӑн килӗнче яланах хӑтлӑх хуҫаланать, ҫемье йӑли-йӗрки вара упранать, ӑруран ӑрӑва куҫать.
Мария Вениаминовна — пӗлÿ ҫеҫ паракан мар, ӗҫе чун хывакан сайра тӗл пулакан учитель. Вӑл профессие чунтан парӑнни, ачасене чунтан юратни тата сӳнми пултарулӑх вӑй-хӑвачӗ ӑна вӗренекенсемшӗн, ашшӗ-амӑшӗшӗн тата ӗҫтешӗсемшӗн чӑн-чӑн вӗрентекен, тӗрев тӑвать. Ҫакӑн пек педагогсем — шкул мӑнаҫлӑхӗ тата ҫав «этем ӑшшин» никӗсӗ, унсӑр чӑн-чӑн пӗлӗве куҫ умне кӑларма ҫук.
Ольга ЯКОВЛЕВА,
Михайловкăри вӑтам шкулти пуҫламӑш классен вӗрентекенӗ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Мария Андрееван харпӑр архивӗнчен.