Çутă çул
+12 °С
Облачно
Вĕрентÿ
2 Сентября , 05:55

Пишпÿлекре пĕрремĕш класса каякансем валли уяв ирттернĕ

2026 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнче Пишпÿлек ялӗн тӗп площадĕнче Пӗлӳ кунне тата районти чи ҫамрӑк ҫынсем — пӗрремӗш класра вӗренекенсем валли ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ пуҫланнине халалланӑ ҫутӑ та асра юлмалла уяв мероприятийӗ иртнӗ.

Пишпÿлекре пĕрремĕш класса каякансем валли уяв ирттернĕПишпÿлекре пĕрремĕш класса каякансем валли уяв ирттернĕ
Пишпÿлекре пĕрремĕш класса каякансем валли уяв ирттернĕ

2026 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнче Пишпÿлек ялӗн тӗп площадĕнче Пӗлӳ кунне тата районти чи ҫамрӑк ҫынсем — пӗрремӗш класра вӗренекенсем валли ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ пуҫланнине халалланӑ ҫутӑ та асра юлмалла уяв мероприятийӗ иртнӗ.

Уяв официаллӑ уҫӑличчен чылай маларах пуҫланнӑ. Ачасемпе вӗсен ашшӗ-амӑшӗ валли интерактивлӑ площадкӑсем йӗркеленӗ, унта кашниех ӳкерес ӗҫре хӑйӗн пултарулӑхне, куҫӑмлӑ вӑйӑсенче ҫаврӑнӑҫулӑхне, «Ӑста алӑсем» пултарулӑх мастерскойӗсенче ӑсталӑхне тата вырӑссен авалхи «Городки» вӑййинче вӑй-халне кӑтартма пултарнӑ. Площадьре пурте савӑнмалли атмосфера хуҫаланнă, шкул ҫинчен ҫырнӑ ача-пӑча юррисем савӑнӑҫлӑ кӑмӑл-туйӑм ҫуратнă.

Савӑнӑҫлӑ музыка сассипе тата куракансем тӑвӑллӑн алӑ ҫупнипе площаде парад маршӗпе уява тӗп хутшăнаканĕсем — Пишпÿлекри 1-мӗш вӑтам шкулӑн, 2-мӗш вӑтам шкулӑн тата 3-мӗш вӑтам шкулӑн пӗрремӗш класӗсенче вӗренекенсем кӗнĕ. Ачасене ăс парса Пишпӳлек район администраци пуҫлӑхӗ Александр Александрович Семенов шкул ачисене вӗренӳре ӑнӑҫу тата шанчӑклӑ туссем суннă.

Мероприятин кульминацийӗ сцена ҫинче театрализациленӗ кӑтарту пулнă. Ертсе пыракан, ашкӑнчӑк Непослухапа пӗрле пӗрремӗш класра вӗренекенсем шкул тӗнчине илӗртӳллӗ ҫул ҫӳрев тунă. Ачасем интерактивлӑ вӑйӑсене питӗ хавхаланса хутшӑннă, тупмалли юмахсене тавҫӑрса илнĕ, вӗсем чӑн-чӑн вӗренекенсем пулма хатӗррине кӑтартса панă. Сюжет кульминацийӗ — пӗлӳ ашкӑнӑва ҫӗнтерни: Непослуха, вӗренӳ пӗлтерӗшне ӑнланса, ачасенчен каҫару ыйтнӑ, пӗлӳ ҫулӗ ҫине тӑма шантарнӑ.

Савӑнӑҫлӑ пай хыҫҫӑн уяв хӑнисем валли Ача-пӑча пултарулӑх центрӗн, Ача-пӑча ӳнер шкулӗн чи лайӑх пултарулӑх коллективӗсемпе солисчӗсем хутшӑннипе илемлӗ концерт пулнă. Куракансем «Искорки» хореографи ансамблӗн (ертÿçи Ольга Карпова), кашӑксен «Парне» ансамблӗн (ертÿçи Ольга Иванова) тата Алия Хайретдинова, Капитолина Емельянова, Аделина Нугуманова, Илина Хайретдинова, София Нугуманова, Татьяна Николаева тата Амира Миниярова шӑрантаракан витӗмлӗ вокал номерӗсемпе киленнĕ.

«Пӗлӳ кунӗ» уяв ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗшӗн питӗ лайӑх старт пулса тӑнă, пӗрремӗш класс ачисене нумай ырӑ туйӑм тата хӑйсен вӑйне шанма парнеленӗ. Умра ачасен Пӗлӳ ҫӗршывне вӑрӑм та интереслӗ ҫул, ӑна вӗсем йӑл кулса, ҫине тӑрса ҫӗнтерме хатӗр. Уяв ячӗпе!

 

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри Культура керменĕн социаллă сетьри страницинчен.

https://vk.ru/bizbulyakdk

 

 

Пишпÿлекре пĕрремĕш класса каякансем валли уяв ирттернĕ
Пишпÿлекре пĕрремĕш класса каякансем валли уяв ирттернĕ
Пишпÿлекре пĕрремĕш класса каякансем валли уяв ирттернĕ
Пишпÿлекре пĕрремĕш класса каякансем валли уяв ирттернĕ
Пишпÿлекре пĕрремĕш класса каякансем валли уяв ирттернĕ
Пишпÿлекре пĕрремĕш класса каякансем валли уяв ирттернĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас