Çутă çул
+8 °С
Дождь
Вĕрентÿ
1 Октября , 07:00

Иртнисӗр пуласлӑх ҫук

title
Иртнисӗр пуласлӑх ҫукИртнисӗр пуласлӑх ҫук
Иртнисӗр пуласлӑх ҫук

Пăслăкри Алена Анатольевна Ульянова истори учителӗ ачасене иртнине юратма вĕрентет.
Истори вӗрентекенӗ вӑл— ӗмӗрсем витӗр ертсе пыракан. Вӑл ачасем умӗнче малашлӑха шанчӑклӑ утчӑр тесе иртнӗ кунсен алӑкӗсене уҫать. Пăслăкри Константин Иванов ячӗллӗ вӑтам шкулта педагог, Тӑван ҫӗршыв историне упракан Алена Анатольевна Ульянова ӗҫлет. Пысӑк профессиллӗ вӗрентекенӗн педагогика стажӗ 34 ҫул.
Алена Анатольевна 1971 çулхи январĕн 15-мĕшĕнче Максим Горький ячеллĕ колхозра ĕçлекенсен çемйинче çуралнă. Анатолий Ивановичпа Ольга Семеновна Игнатьевсен Раҫҫей шайӗнчи ӗҫри паттӑрлӑхшӑн наградӑсем нумай. Вӗсем хӑйсен вӑйне, чунне ачасене воспитани парас ӗҫе хывнӑ. Алена Анатольевна Пăслăкри вӑтам шкултан 1987 ҫулта вӗренсе тухнӑ, ун хыҫҫӑн Пушкӑрт патшалӑх педагогика институтне историпе акӑлчан факультетне вӗренме кӗнӗ. Ӗҫлеме 1992 ҫултан Пелепей хулинчи 17-мӗш шкулта пуҫланӑ. Тепӗр ҫултан, ҫемьери лару-тӑрӑва пула, тӑван ялне ашшӗ-амӑшӗ патне таврӑннӑ. 1993 ҫултанпа вӑл Пишпӳлек районӗнче ӗҫлет. Малтанхи пилӗк ҫул ачасене Кистенлĕри вӑтам шкулта историпе акӑлчан чӗлхине вӗрентнӗ. Качча тухнӑ, упӑшкипе иккӗшӗ икӗ ывӑл ҫуратса ӳстернӗ.
Алена Анатольевна К.Иванов ячӗллӗ Пăслăкри вӑтам шкулта 1997 ҫултанпа ӗҫлет. Малтан пионервожатӑй пулса Пушкӑртстан историйӗпе культурин урокӗсене ирттернӗ. Ҫав вӑхӑтранпа вӑл тӑван шкулта юратнӑ ӗҫпе аппаланать — истори тата обществознани урокӗсене нумай ҫул илсе пырать. Пӗр вӑхӑт акӑлчан чӗлхине те вӗрентнӗ. 2008 ҫултанпа Алена Анатольевна директорӑн вӗренӳ енӗпе ӗҫлекен ҫумӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ. Шкулӑн вӗренӳ процесне тата методика ӗҫне 2024 ҫулччен пӑхса тӑнӑ.
— Халӗ вӗрентӗвӗн пӗрлехи стандарчӗ пырать, пур программа та пӗр пулса тӑрать. Истори урокӗсем ҫине уйрӑм тимлӗх уйӑраҫҫӗ. Вӗсене хушрӗҫ, обществознанипе сехет чакрӗ. Истори урокӗсене 5 — мӗш класран пуҫласа 7-мӗш классем таран эрнере виҫӗ сехет, 8-мӗш класран пуҫласа 11-мӗш классем таран икӗ сехет уйӑрнӑ. 5-мӗш класран пуҫласа 7-мӗш класс таран пирӗн тӑрӑх историне, урӑхла каласан, пирӗн Пушкӑртстан Республикин историне тӗпчеме 34 сехет уйӑраҫҫӗ. Ун пирки учебниксем хальлӗхе электронлӑ форматпа, вӗсем кӗҫех килессе шанатпӑр. Истори экзаменӗ пирки, тӑххӑрмӗш класра вӗренекенсем ҫак предмета пӗлмешкӗн ҫитес ҫултан собеседовани иртӗҫ. Кӑҫал хатӗрленме пуҫлӑпӑр, — юлашки хыпарсемпе паллаштарать учитель.
Шкулта Алена Анатольевна «пиллӗк» паллӑсемпе вӗреннӗ. Ҫитменнине тата общество ӗҫӗпе аппаланнӑ. Ашшӗ-амӑшне килти ӗҫре пулӑшма ӗлкӗрнӗ. Тӑван шкулта музыка класӗ уҫнӑ вӑхӑт унӑн ҫутӑ асаилӳсенчен пӗри пулса юлнă. 1980-мӗш ҫулсем Пушкӑртстанра аякри ялсенчи ачасем валли хушма пӗлӳ илме май туса парас тесе ача-пӑча музыка шкулӗсен филиалӗсене е ялти пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкулсем ҫумӗнче ятарлӑ музыка класӗсене уҫас практика пулнӑ. Пăслăк ялӗнче ҫак тапхӑрта чӑнах та музыка класӗсем ӗҫленӗ (официаллӑ районти тӗп Пишпӳлек музыка шкулӗн филиалӗ шутланнӑ, халӗ — Пишпӳлек ялӗнчи ача-пӑча ӳнер шкулӗ).
-- Ача чухне эпӗ музыкант пулма ӗмӗтленеттӗм, мӗншӗн тесен шкулта баянпа фортепиано класӗ уҫӑлнӑччӗ. Ҫав тери пысӑк ӗмӗтпе ҫӳреме, фортепианӑпа калама вӗренме пуҫларӑм. Пире Уфаран килнӗ специалистсем вӗрентетчӗҫ. Вӗсем ҫине пӑхса музыка пӗлӗвне ҫутатса ҫак енӗпе вӗренме кӗрес ӗмӗтпе ҫунаттӑм. Пилӗк ҫул вӗреннӗ хыççăн, шел те, ҫак музыка класне хупрĕç. Вӗренме те, малалла кайма та май пулмарĕ. Вара эпӗ хамӑн юратнӑ предмета — историе — суйласа илтӗм те БГПИ вӗренме кӗтӗм, — аса илӗвӗсемпе пайлашать Алена Ульянова.
Алена Анатольевна — нумай ҫул опыт пухнă педагог. Унӑн урокӗсем — шкул программи кӑна мар, тӗлӗнмелле открытисемпе тулнӑ вӑхӑт ҫулҫӳревӗ. Вӑл ырӑ кӑмӑллӑ вӗрентекен, ӑслӑ вӗрентекен. Хӑйӗн урокӗсенче Тӑван ҫӗршыва тата унӑн ӗмӗрхи историне юратма хӑнӑхтарма тӑрӑшать.
Алена Анатольевнӑна ҫитӗнекен ӑрӑва воспитани парас ӗҫе истори астӑвӑмне упраса хӑварас ӗҫе тӳпе хывнӑшӑн, унӑн вӗренекенӗсем Пӗтӗм Раҫҫейри тӗрлӗ проекта хастар хутшӑннӑшӑн нумай хутчен Тав ҫырӑвӗсемпе чысланӑ. Унӑн нумай ҫулхи ӗҫне вӗренӳ конкурсӗсемпе олимпиадисенче призлӑ вырӑнсем йышӑннӑ шкул ачисене хатӗрленӗшӗн пысӑка хурса хакланӑ. Раҫҫей Вӗрентӳ министерствин олимпиадисен списокне кӗрекен историпе Пӗтӗм Раҫҫейри олимпиадӑсене йӗркелесе ирттерме хастар хутшӑннӑшӑн наградӑланă. Педагогсен тухӑҫлӑ ӗҫӗшӗн, профессие парӑннӑшӑн ăна Пишпӳлек районӗнчи тата Пушкӑртстан Республикинчи вӗрентӳ пайӗн Хисеп хучӗсемпе, Тав ҫырӑвӗсемпе палӑртнӑ. 2024 ҫулта педагогикӑри пысӑк ҫитӗнӳсемшӗн Алена Анатольевна Ульянова Раҫҫей Федерацийӗн Вӗрентӳ министерствин Хисеп грамотине тивӗҫнӗ.
Зульфида МУЛЛАГАЛЕЕВА.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Алена Ульянован харпӑр архивӗнчен.

Иртнисӗр пуласлӑх ҫук
Иртнисӗр пуласлӑх ҫук
Автор:Марина Иванова
Читайте нас