

Шкулти директор ҫумӗ — должноҫ кӑна мар, вӑл вӗрентекенсемпе вӗренекенсене, ашшӗ-амӑшӗсемпе педагогсене пӗрлештерекен кӗпер. Вӑл пӗтӗм вӗренӳ процесӗ тытӑнса тӑракан ҫын.
Любовь Николаевна Архипова — Михайловкӑри коррекци шкул-интерначӗн директорӗн вӗренӳ енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ. Вӑл яланах йӗркепе дисциплина хуралӗнче, вӗрентекенсемпе вӗренекенсене сиксе тухакан ыйтусене татса пама пулӑшать, шкул ӗҫне кашни кун май килнӗ таран тухӑҫлӑ иртмелле йӗркелет.
Любовь Николаевнан педагогика ҫулӗ Пелепейри педагогика училищинчен пуҫланнӑ, пӗрремӗш професси утӑмӗсем — Сосновкӑри пуҫламӑш шкулта. Анчах та хӑйне сывлӑх енчен хавшак ачасемпе ӗҫлеме халаллама йышӑнни чӑннипе те ӑраскаллӑ пулнă. 1997 ҫултанпа вӑл коррекци шкулӗнче ӗҫлет.
2006 ҫулта педагог директорăн вӗренӳ ӗҫĕпе ҫумӗ пулса ертсе пырать. Ҫак ҫулсенче вӑл ӗҫтешӗсемшӗн ертӳҫӗ кӑна мар, шанчӑклӑ тӗрев пулса тӑнӑ. Ӑна яваплӑхпа коллективра килӗштерсе ӗҫлес атмосферӑна йӗркелеме пӗлнин сайра хутӑшӗ уйӑрать.
Вӑл яланах пулӑмсен варринче, кирлӗ пулӑшу сӑмахӗсене тупма, ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем тума хавхалантарма яланах хатӗр. Питӗ лайӑх ӗҫлӗ пахалӑхсемпе, кирек мӗнле мероприятие те йӗркелеме пултараканскер, вӑл пӗр ӳстермесӗр хальхи педагог сӑнарӗпе килӗшсе тӑрать. Уншӑн коррекци педагогики — методикӑсен пуххи кӑна мар, кашни воспитанник ҫитӗнӗвĕшĕн ҫав тери чӑтӑмлӑх, сисӗмлӗх тата ӗненӳ ыйтакан кулленхи тӑрӑшуллӑ ӗҫ.
Нумай ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн тата ҫитӗнекен ӑрӑва воспитани парас ӗҫе тӳпе хывнӑшӑн педагога Раҫҫей Федерацийӗн Ҫутӗҫ министерствин Хисеп грамотипе тата «Пушкӑртстан Республикин вӗренӳ отличникӗ» паллӑпа чысланӑ.
Любовь Николаевна лайӑх педагог кӑна мар, ҫитӗннӗ виҫӗ ачан чаплӑ амӑшӗ, асламӑшӗ те. Ҫемье хушшинче вӑл ҫӗнӗ професси тӗллевӗсем валли вӑй-хал тавӑрма пулӑшакан килӗшӳлӗхпе ӑшша тупать.
Хисеплӗ Любовь Николаевна! Интернат-шкул коллективӗ сире юбилей тата професси уявӗ ячӗпе чун-чӗререн саламлать. Тавах сирӗн ӑслӑлӑхӑршӑн, чӑтӑмлӑхӑршӑн тата ҫӑмӑл мар, анчах ҫав тери пӗлтерӗшлӗ ӗҫӗршӗн. Сире ҫирӗп сывлӑх, иксӗлми вӑй-хал тата кулма май пур таран ытларах сӑлтав сунатпӑр.
Татьяна ВАЛИАХМЕТОВА,
Михайловка ялӗнчи коррекци шкулӗн педагогӗ.
Сӑнӳкерчӗкӗ: Татьяна Валиахметова.