

Икӗ ҫулта Пушкӑртстанра 29 ҫула ҫитмен ӑсчахсен шучӗ 40 ҫынна яхӑн ӳссе 900-тен иртнӗ тесе пӗлтернӗ республика Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров.
Регион ертӳҫи каланӑ тӑрӑх, пултаруллӑ ҫамрӑксем наукӑпа технологисене аталантарассипе мӗн чухлӗ ытларах ӗҫлӗҫ, республикӑпа ҫӗршыв ҫавӑн чухлӗ пысӑк ҫитӗнӳсем тӑвӗ, ҫавӑнпа ку сферӑна нумай вӑй-хал хываҫҫӗ, ҫав шутра Владимир Путин президент пӗлтернӗ Наукӑпа технологисен Вунӑҫуллӑхӗ шайӗнче те.
Радий Хабиров тӗп ӑслӑлӑх площадкисенчен пӗри Еврази НОЦĕн Аслӑ шкулсем хушшинчи студентсен кампусӗ пулнине, унта 24 лаборатори вырнаҫнине, ҫав шутра ҫамрӑксен лабораторийӗсем те, халӗ ӗнтӗ тӗпчевсемпе ӗҫлев кӑтартӑвӗсем медицинӑра, промышленноҫра, ял хуҫалӑхӗнче тата ытти отрасльте усӑ курнине палӑртнă. Влаҫсем аслӑ шкулти ҫамрӑк ӑсчахсемпе преподавательсене пурӑнмалли условисене лайӑхлатма пулӑшса тӑнине хушса каланӑ вӑл: пилӗк ҫул хушшинче 133 ҫын субсиди илнӗ, 500 ытла ҫын Раҫҫейри тата чикӗ леш енчи малта пыракан наукӑпа вӗрентӳ учрежденийӗсенче стажировка иртнĕ, ҫак пулӑшӑва малалла та парӗҫ.
Радий Хабиров каланӑ тӑрӑх, Аслӑ шкулсем хушшинчи кампусӑн иккӗмӗш черетне туса пӗтереҫҫӗ. Уҫни республикӑна ытти регионсемпе ҫӗршывсенчи ҫамрӑк ӑсчахсемшӗн, ҫавӑн пекех хальлӗхе пуласлӑхпа палӑртакансемшӗн илӗртӳллӗрех тӑвасса шанать вӑл.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Радий Хабировăн социаллă сечӗсем.