Çутă çул
-3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вулакан пултарулăхĕ
24 Кӑрлач 2019, 18:33
Хĕллехи савăнăçсем
Хĕлле çитрĕ. Çĕр питне Хупларĕ шурă юрканне. Пĕрре тăман вĕçтерет,Тепре уяр кун тăрать.
Хуллен шурă юр çăвать,
Хурăн йывăçа хуплать.
Пÿрт умĕнчи шурă хурăн
Пит илемлĕ курăнать.
Хурăн турачĕ çинче
Çемçе мамăк юр выртать.
Кăшт туратне силлесен
Шăпăр! юрĕ тăкăнать.
Ачасемшĕн ырлăх çитрĕ,
Юр çунишĕн савăнаççĕ.
Кунĕпа тулта выляççĕ,
Юртан кĕлетке тăваççĕ.
Çемçе юр чăмаккипе
Пĕрне пĕри тĕл переççĕ.
Юр çинче йăваланаççĕ.
Хыпса илме те манмаççĕ.
Акă кÿршĕ ачисем
Хăйсем сырнă йĕлтĕрсем.
Хуллен ярăнса пыраççĕ,
Хыçран ик йĕр хăвараççĕ.
Манăн икĕ мăнукăм
Илсе тухнă çунашка.
Кĕçĕнни ларса пырать,
Асли ăна турттарать.
Кукашшĕ вĕсем валли
Туса панă тăвайкки.
Шкултан килсен каçпала
Ярăнаççĕ савăнса.
Çак илеме курсассăн
Этем чунĕ савăнать.
Таврана асамлăха çавăрма
Çутçанталăк çеç пултарать.
Читайте нас:
Новости партнеров
Был стипендия кемдәргә түләнә?
На уровне молекул
Азык-төлеккә талон системасы кертелергә мөмкин