Çутă çул
-9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вулакан пултарулăхĕ
21 Нарӑсӑн 2019, 12:24

Кашăр курни

Çулсем нумай пулсан та, çынсем пирĕн енче кашкăрсен ушкăнĕ çÿренине курнă хыпар хăлхана лекех юлчĕ.

Выçăскерсем апат шыраççĕ. Ку çулсенче пирĕн тăрăхра хир сыснисен шучĕ ÿснĕ тенине те илтнĕччĕ. Пĕлтĕр вăрмансенче юман йĕкелĕ те ăнса пулнăччĕ.

Эпĕ ку тĕнчере нумай пурăнтăм ĕнтĕ, çавăнпа та нумай куртăм. Эпир пĕчĕк ача чухне аттепе анне пире алхаса пуçласан ялан: «Шăпланмасан часах кашкăрсене парса яратпăр!» — тесе хăрататчĕç.

Аслă Отечественнăй вăрçă умĕн пирĕн тăрăхра кашкăрсем питĕ йышлăччĕ. Хĕлле час тĕттĕмленет. Пÿртре хăйă çуттипе лараттăмăр, керосин лампине уявсенче çеç çутатчĕç. Кашкăрсем çимелли шыраса яла килетчĕç. Вĕсем тискер сасăпа уланине час-часах илтеттĕмĕр, çавăнпа та выльăх-чĕрлĕх усракансем картасене лайăх питĕрсе тытнă. Кашкăрсем ялти йытăсене тытса кайнă, çынсем çине тапăннă самантсем те пулнă.

Пĕррехинче çапла кашкăрпа çыхăннă пулăм çинчен каласа парасшăн. Хĕлле юр кĕрчĕ пÿрт тăрринченех хурса каятчĕ. Эпир, шăпăрлансем, пÿрт тăрринченех тумтир пăрланса лариччен ярăнаттăмăр. Вăл вăхăтра пÿрт тăррисене улăмпа витетчĕç. Тăррине калай витнĕ пĕртен пĕр пÿртре ял Совечĕ вырнаçнăччĕ.

Çапла пĕррехинче каç пулсан, кашкăрсем яланхи сисчÿлентерекен юррине тăсса ярсан, эпир кăмака çинче асанне юмахĕсене итлесе лараттăмăр. Кĕтмен çĕртен пÿртумĕнче кĕмсĕр-кемсĕр! туни илтĕнчĕ. Килти арçынсем харăс сиксе тăчĕç те хăйăпа çутатса сас çине тухрĕç.

— Кашкăр! Кашкăр! — тесе кăшкăрни илтĕнчĕ. Эпир пĕр пĕрин çумне çыпăçса тăр-ăр! чĕтресе ларатпăр. Пĕр выçă кашкăр улăм пÿрт тăррине шăтарса пÿртумне кĕрсе ÿкнĕ иккен. Аттепе пиччесем ухватпа, турчăкапа, улма тÿмелли чукмарпа хĕç-пăшалланса кашкăра тытма тухрĕç. Сехри хăпнă кашкăр калле-малле чупкаласа ывăнсан пĕр кĕтесе хĕсĕнсе кĕрсе ларнă, асав шăлĕсене шаклаттарса ларать, кĕрсе ÿкнĕ шăтăкран каялла сиксе тухма хăтланать, анчах сиксе çитеймест.

Арçынсем кашкăра çав кĕтесре харăссăн хĕссе, ун çине тирука ывăтса тытаççĕ, урисене пăявпа çыхаççĕ, пуçне хутаç тăхăнтартаççĕ.

Тепĕр кунне кăкарса хунă кашкăра курма пĕтĕм ял пуçтарăнчĕ. Йытăсем кашкăр çине хаяррăн вĕреççĕ, тулама хăтланаççĕ. Куçĕсем сÿннĕ, вăйĕ пĕтнĕ тискер чĕр чуна шел те пулчĕ.

Çапла эпĕ хамăн ĕмĕрте пĕрремĕш хут кашăр куртăм.

Ольга ЛЕОНТЬЕВА,

ĕç ветеранĕ.

Пишпÿлек ялĕ.
Читайте нас: