Çутă çул
+13 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Вулакан пултарулăхĕ
27 Ноябрӗн 2019, 19:26

Юлашки курнăçу

Ситек ялĕн йыттисем питĕрех усалччĕКалав Иосиф Муки

Пиччемçĕм çинчен çырма пуçличчен хамăн çинчен те кăштах çырса хăварас тетĕп. Эпĕ Федотов Иосиф Захарович, 1938 çулхи чÿк уйăхĕн 13-мĕш кунĕнче Пишпÿлек ялĕн Хастар ятлă пучинккинче кун курнă. Мана пĕччен пурăнакан Муки Захарĕн улттăмĕш ачи пулса 1903 çулта çут тĕнчене килнĕ сĕм суккăр хĕрарăм çуратнă. Çавăнпа та эпĕ мĕн утма пуçланăранпах аннене çавăтса çÿресе ÿснĕ.

Аннемçĕмĕн виççĕмĕш аппăшĕ, Наçтук аппа, Ситек ялĕнче сăрт çамкин чалăш çĕрне лартнă пĕчĕк çуртра икĕ хĕрĕпе пурăнатчĕ, унăн упăшки Элексей вăрçă пуçламăшĕнчех пуçне хунă. 1944 çулăн çу уйăхĕнче Наçтук аппа патĕнче пулнă хыççăн кăнтăрла иртсен аннепе таврăнма тухрăмăр, аппа пире пĕр çухрăма яхăн пуль ăсатса та ячĕ. Утатпăр хуллен суккăр аннепелен хура такăр çулпа çăпатасем сырнă урасемпе, анчах манăн сулахай урари çăпатан «сухалĕ» тухнă, çавă кăштах пире пăшăрхантарчĕ те, киле çитиччен пырĕ-ха, терĕмĕр вара. Акă сăрт çинчен анаталла анатпăр, пире хирĕç Покровка ялĕ патĕнчи пысăках мар вара пĕр хĕрарăм анать, те пăртак утсан тĕл те пултăмăр. Хĕрарăм пирĕн тĕле çитсен кăшкăрсах калама тытăнчĕ: «Ара-а, эсир пĕлместĕр вĕт, сирĕн Николай вăрçăран килнĕ, халĕ ĕнтĕ тÿп-тÿрĕ çавăнта кайăр, ял çыннисем пурте ăна курма пынă» — терĕ. Анне: мерттес, мерттес ырă сăмахшăн, вара шăпах, пĕтĕмпех килнĕ-ши, тесе те ыйтрĕ. Шăпах мар ĕнтĕ, курма çеç килнĕ, терĕ те кайма пуçларĕ. Анне вара, хĕн пулсан та çак хыпара Наçтук аппана кĕрсе кала-ха, терĕ. Калăп, калăп, каламаç пулать тет-им, тесе тĕлпулнă хĕрарăм Ситек еннелле утрĕ. Эпир те аннепе малалла утрăмăр. Акă Покровка ял урамне те кĕтĕмĕр.

Çак ял Ситек çырмин сулахай енĕпе пыракан лапамра вырнаçнă, 70-80 килĕ пĕр çухрăма тăсăлать, урама урлă виç-тăват вар çырма хĕрне анать, хăш та пĕр варĕпе пĕчĕк çырма та юхать. Пĕр пысăкрах варĕн хĕрринче чултан купаласа ăлăхтарнă тимĕрçĕ лаççи пурччĕ, унта ял ĕçченĕсен тимĕр хатĕрĕсене сиплетчĕç. Ялăн йыттисем питĕ усалчĕ, çавăнпа та аннепе Ситек ялне каймашкăн ятарласа хатĕрленĕ аван пысăк туясемпе тухаттăмăр.

(Малалли пулать).
Читайте нас: