(Пуçламăшне ноябрĕн 27-мĕшĕнчи страницăра вулăр).
Халĕ çук ĕнтĕ çак ял, çуртсен вырăнĕсем çеç кăштах палăраççĕ. Вăхăтĕнче çак ял ĕçченĕсем сахал мар Совет Союзĕн патшалăхне пулăшнă, ăна çÿлелле çĕкленĕ. Ялăн сахал мар паллă çыннисем те пулнă, вĕсенчен пĕри 1911 çулта çуралнă Титов Василий Федорович, ăна вăрçăра кăтартнă хăюлăхшăн, паттăрлăхшăн, пултарулăхшăн 1943 çулта Совет Союзĕн Геройĕ ят парса чысланă, аслă сержант взвод командирĕн пулăшаканĕ пулса мĕн вăрçă пĕтичченех харсăр çапăçнă, ытти наградăсене те тивĕçнĕ, вăрçă хыççăн Украинăра пурăннă, унтах 2000 çулта çĕре кĕнĕ.
Утакан çын малаллах шăвать тенĕ пек эпир те аннепе ялăн вăрăм урамне утса тухрăмăр, анчах манăн пуçри тарăн хуйхă лăпланмасть: «сухалĕ» тухнă çĕтĕк çăпатапа мĕнле вăрçăран килнĕ Николай пиччене курма кĕмелле ман, аннене ÿкĕтлесе калатăп: «Ситекпуçне кĕмесĕр тÿрех çитер Хастара, киле кĕрсе çĕнĕ çăпатасем сырса Ситекпуçне килĕпĕр», — тетĕп, анчах аннеçĕмĕн çак сăмахсене илтесси те килмеç «Тÿрĕ Ситекпуçне йыснасен пÿртне кĕретпĕр», — тет. Паллах ĕнтĕ, çăпата ылмаштарса сырасшĕн 10-12 çухрăм ытлашки камăн утасси килтĕр.
Покровкăран килекен çулăн сылтăм енĕпе Ситекпуçне кăштах çитиччен ялăн икĕ кил-çурчĕ ларатчĕ, икĕ çемье пурăннă ĕнтĕ, çав çемьесен йыттисем те питĕ усалччĕ, яланах пире çул тăршшĕпе чылай вĕре-вĕре ăсатса яратчĕç. Çав çуртсенчен иртсе ял тăвĕсем патне çитрĕмĕр, Хастара каяс тесен ту çине çулпа хăпармалла та хир çулĕпе утмалла, эпир ĕнтĕ çырма урлă каçса ял тăваллине иртсе сылтăм енчи урампа утса йыснасен çуртне çитрĕмĕр, чăнах та ял çыннисем нумайăн пуçтарăннă, урамра та килкартинче те çынсем, эпĕ аннене пÿрт ум патĕнчи чул пусмасем патне илсе пытăм, анне пусма çине хăпарса пÿрт ум алăкне хыпашласа тупса пÿрте кĕрсе кайрĕ, пÿрт çумĕнчи фундамент чулĕсем тăршшĕпе ача-пăча ларса тулнă, эпĕ те çавсен хушшине хĕсĕнсе лартăм та «сухалĕ» тухнă çăпаталлă сулахай урана хыçала хурса сылтăм урапа хупласа лартăм.