Çутă çул
+17 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Вулакан пултарулăхĕ
29 Ноябрӗн 2019, 16:19

Юлашки курнăçу (3-мĕш пайĕ)

Калав Иосиф МУКИ Тепĕр икĕ кун иртсен Николай пичче хăйĕн салтака пĕрле ăсаннă юлташĕпе Караçка Иванĕпе иккĕшĕ икĕ велосипедпа пирĕн çурта килсе çитрĕç

(Пуçламăшне ноябрĕн 28-мĕшĕнчи страницăра вулăр).


Пĕр тапхăр ларсан Наçтук аппа та килсе çитрĕ, вăл тÿп-тÿрĕ пÿрте кĕрсе кайрĕ, ватă çынсем те килнĕ, хĕрарăмсем чылай, пĕрисем пÿрте кĕреççĕ, теприсем тухаççĕ, килкартинче те, урамра та ушкăнĕ-ушкăнĕпе калаçса тăраççĕ. Сахал мар вăхăт лартăмăр пулас, эпĕ урасене хускатмастăп, сулахай урари çăпатан «сухалĕ» мана канăç памасть, вăрçăран килнĕ пичче ан куртăрччĕ тетĕп. Акă Николай пичче тухрĕ, малтанах ларакан-тăракан ачасем еннелле пăхрĕ те: «Аван-и, ачасем», — терĕ те ватăрах çынсемпе калаçма пуçларĕ, малтан пĕрисемпе, унтан теприсемпе, мĕн çинчен пĕр-пĕрне каласа панисем çинчен каламалли те çук, вĕсем шутсăр нумай. Анчах вăхăт чарăнса тăмасть, шăвать малаллах, каçалла та сулăна пуçларĕ, Наçтук аппапа анне те тухрĕç, вĕсемпе пĕрле Антани инке, саланатпăр ĕнтĕ, теççĕ. Кăштах тăрсан эпир аннепе хир çулĕпе Хастар енне утрăмăр, Наçтук аппа тепĕр еннелле Ситек ялне çырма ункайĕпе кайрĕ. Тепĕр икĕ кун иртсен Николай пичче хăйĕн салтака пĕрле ăсаннă юлташĕпе Караçка Иванĕпе иккĕшĕ икĕ велосипедпа пирĕн çурта килсе çитрĕç. Вĕсем салтак тумне тăхăнсанах Белебей хулинче кĕçĕн командирсен курсинче вĕреннĕ, ăна вĕренсе тухсан вĕсен çулĕсем уйрăлнă, Иван пичче — Тухăçа, Николай пичче — Анăçа ăсаннă.

(Малалли пулать).
Читайте нас: