Çутă çул
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вулакан пултарулăхĕ
2 Декабрӗн 2019, 11:41

Юлашки курнăçу (4-мĕш пайĕ)

Калав Иосиф МУКИ Ывăл çуралсан та вăл чылаях пурăннă Кистенлĕпуç ялĕнче, салтака кĕтнĕ ĕнтĕ, анчах упăшки Германипе çапăçнă вăрçă хирĕнче пуçне хунине пĕлтерекен çыру килнĕ, çавăн хыççăн Анна аппа пĕчĕк ывăлĕпе Пишпÿлеке ашшĕпе амăшĕн çуртне таврăннă.

(Пуçламăшне ноябрĕн 27, 28, 29-мĕшĕнчи страницăсенче вулăр).

Çичĕ çул хушши вĕсем пĕрне пĕри курман хыççăн хăйсен ялĕнче тĕл пулнă, иккĕшĕ те лейтенант званине илнĕ. Иван пичче вăрçă хирĕнче йывăр аманса пульницăра вăрах выртнă, унтан ăна сурансене сиплеме, кăштах канма тесе пĕр уйăха килне янă, паллах, вĕсен калаçмалли сăмахĕсем сахал мар пулнă, çавăнпа военкомата та пĕрле кайнă, Пишпÿлекрен таврăннă ункай Николай пичче Хастара кĕрсе суккăр аппăшне курас тенĕ. Аннепе чылаях калаçса ларчĕç, çав хушăра эпĕ пиччен офицер фурашкине тăхăнса, урама тухса, чÿречерен пÿртелле пăхса çÿрерĕм, унтан килнĕ хăнасем каятпăр тесе иккĕшĕ икĕ велосипед çине ларса Ситекпуç еннелле кустарчĕç. Çакă манăн пиччепе юлашки курнăçу пулчĕ. Тепĕр вунă кунтан Николай пичче ăсаннă, эпир аннепе ăсатма кайман, тен пĕлмен те пуль.

Николай пичче аннен Анна ятлă иккĕмĕш аппăшĕн аслă ывăлĕ. Анна аппа Пишпÿлекре пурăнакан Муки Захарĕн виççĕмĕш ачи пулса 1894 çулхи раштав уйăхĕнче çуралнă. Яштака та матур хĕр пулса ÿснĕ. 1915 çулта Кистенлĕпуç ялĕнчи кĕрнеклĕ те çÿлĕ кĕлеткеллĕ Алтаким Çтапанне качча тухнă. Анчах 7—8 уйăх пĕрле савăнса пурăннă хыççăнах Тимофеев Степан Евдокимовичăн салтака кайма ячĕ тухнă та илсе те кайнă. Анна аппа упăшкине салтакран таврăнассине кĕтнĕ вăхăтра 1916 çулта ывăл çуратнă, унăн ятне Николай тесе çыртарнă. Ывăл çуралсан та вăл чылаях пурăннă Кистенлĕпуç ялĕнче, салтака кĕтнĕ ĕнтĕ, анчах упăшки Германипе çапăçнă вăрçă хирĕнче пуçне хунине пĕлтерекен çыру килнĕ, çавăн хыççăн Анна аппа пĕчĕк ывăлĕпе Пишпÿлеке ашшĕпе амăшĕн çуртне таврăннă. Ĕлĕкхи чăваш çыннисем каланă пек, аçу-аннÿ пур чухне пыр та тутă, çипуç та питĕ, çапла вăл хăй çуралса ÿснĕ пÿрт-çуртра савăнса пурăнма тытăннă. Анчах мĕнле лайăх пурăнсан та арсăр пурнăç туратсăр йывăç пек, çавăнпа та Йăлпăлак ялĕнче пурăнакан Сергей ятлă урçа малтан хăтана ярса унтан çураçма килсен ăна качча тухса пĕрле пурăнма пуçланă. Çапла Анна аппа пĕчĕк ывăлĕпе тата хăйне юратакан Сергей ятлă арçынпа Йăлпăлак ялĕнче тулăх та ирĕк, савăнăçлă пурнăçпа пурăннă.

(Малалли пулать).
Читайте нас: