Çутă çул
+3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вулакан пултарулăхĕ
3 Декабрӗн 2019, 11:15

Юлашки курнăçу (5-мĕш пайĕ)

Калав Иосиф МУКИ (Пуçламăшне ноябрĕн 27, 28, 29-мĕшĕнчи, декабрĕн 2- мĕшенчи страницăсенче вулăр).Нумай-и, сахал-и пурăнсан Анна аппа патне тепĕр арçын килнĕ çураçма, яштака та патвар, калаçма та пултаруллă, аппапа пĕр çулхисем, хăй Ситекпуç ялĕн Çирĕклĕх ятлă пучинккинче пурăнать иккен.

Анчах кĕтмен çĕртен инкек килсе çитсен хапха уçассине кĕтсе тăмасть, çапла ултă çул пĕрле савăнса пурăннă хыççăн Сергей темĕнле сăлтавпа вилсе кайнă. Анна аппа çичĕ çулти Николайпа Сергейĕн çуртĕнче пурăнса юлнă. Çапла Йăлпăлак ялĕнче кил-çуртра ĕçлесе, ывăл ача ÿстерсе пурăннă яштака пÿ-силлĕ вăтăр çула çывхаракан хитре сăнлă çамрăк хĕрарăм, урçасем ун çине пăхкалани пирки тĕлĕнмелли те çук. Акă ун патне Ситекпуç ялĕнче аялти урамра пурăнакан 36 çулхи Пракуç ятлă урçа çураçма килнĕ, унăн çамрăк арăмĕ пÿкле вилĕмпе вилсе кайнă, икĕ 10—12 çулхи хĕрачисем юлнă. Анна аппана Пракуç кăмăлне кайман, çавăнпа ăна урăх çĕре пурăнма каймастăп, çак çуртра çеç пĕчĕк ывăлпа пурăнатăп тенĕ, çураçма килнĕ урçана çапла каласа ăсатнă. Каярах кÿршĕ хĕрарăмĕсене: хăй мăнтăркка, урисем кĕске тенĕ евчĕ пирки. Пурнăç урапи пĕр вырăнта тăмасть, шăвать малалла.

Нумай-и, сахал-и пурăнсан Анна аппа патне тепĕр арçын килнĕ çураçма, яштака та патвар, калаçма та пултаруллă, аппапа пĕр çулхисем, хăй Ситекпуç ялĕн Çирĕклĕх ятлă пучинккинче пурăнать иккен, арăмĕ Ситекпуç ялĕнчен пулнă, анчах вĕсем уйрăлнă, курмас-илтмесле пулса пĕтнĕ, пурăнакан çурт та лайăх, выльăхсем те пур, пĕрле пурăнар тет. Килнĕ арçын аппан кăмăлне кайнă, çавăнпа хасăртан кÿршĕ-аршăсене пуçтарса сĕтел хушшине ларса апат çинĕ, чей ĕçнĕ, тен, йÿççине те сыпнă пуль. Çапла апатлансан килнĕ арçынпа аппана пĕчĕк ывăлĕпе тарантас çине лартсах ăсатса янă. Акă вĕсем тăватă çухрăмри Ситекпуçне витĕр тухса икĕ çухрăмри Çирĕклĕх пучинккине пырса çитнĕ, арçын лашине хăйĕн пÿрчĕ умне тăратнă та пÿртĕнчен арăмĕ тухнă, арçын арăмĕнчен уйрăлман пулнă, темшĕн пуль хирĕçсе, харкашса кайнă та упăшкине çиленсе Ситекпуçне ашшĕ-амăшĕ патне пăрахса кайнă, кайран, ыратнисем лăплансан, çиленнисем иртсен пучинккене килне таврăннă.

(Малалли пулать).
Читайте нас: