Çутă çул
+2 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Вулакан пултарулăхĕ
4 Декабрӗн 2019, 12:14

Юлашки курнăçу (6-мĕш пайĕ)

Калав Иосиф МУКИЙăлпăлака мĕнле таврăнса кĕмелле хасăр, кÿршĕ-аршăсем ăсатсах янă вĕт, аппан нимле сăлтăкне те вĕсем шута илес çук, яла таврăнасси çинчен манмалла пулнă.

(Пуçламăшне ноябрĕн 27, 28, 29-мĕшĕнчи, декабрĕн 2, 3- мĕшĕнчи страницăсенче вулăр).

Аптранă арçын лашине тепĕр май çавăрнă та Ситекпуç еннелле уттарнă. Çак ăнсăртран пулнă япала аппан пуçне ваттарнă, Йăлпăлака мĕнле таврăнса кĕмелле хасăр, кÿршĕ-аршăсем ăсатсах янă вĕт, аппан нимле сăлтăкне те вĕсем шута илес çук, яла таврăнасси çинчен манмалла пулнă. Телее, ара Минккеç ятлă иккĕмĕш сыпăкри йăмăкĕ Ситекпуçне Гордеев Степана качча килнĕ вĕт, çавсем патне кĕрсе лăпланиччен кăштах пурăнăпăр тесе уйланă. Арçын вара каланă çĕре лашине хапха патнех пырса тăратнă. Çак кунтан аппапа ывăлĕ йăмăкĕ патĕнче «хăнара» пурăннă.

Анчах «хăнара» икĕ кунран ытла та пурăнайман. Юнашар урамра пурăнакан Пракуçа такам систернĕ пулас, эсĕ çураçма кайнă Йăлпăлак хĕрарăмĕ кÿршĕ урамрах пурăнать-вĕт, çывăрса ан юл тенĕ. Çавăнтан Пракуç Анна аппана тата унăн Николай ывăлне хăйĕн килне-çуртне илсе таврăннă, анчах килĕ-çурчĕ пĕчĕккĕ пулнă, урайĕсем çĕр урай, хăма сарман ĕнтĕ, çырмари çăла кайса шыв илсе килме те пĕр витре çеç, мĕн ĕлĕкрен çăла шыв илме йĕкĕр витрепе çÿренĕ. Кăштах пурăнсан аппан япалисене Йăлпăлака кайса куçарса килнĕ, Николай ывăлĕ пуçламĕш шкула çÿреме пуçланă.

(Малалли пулать).
Читайте нас: