Çутă çул
+19 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вулакан пултарулăхĕ
5 Декабрӗн 2019, 12:05

Юлашки курнăçу (7-мĕш пайĕ)

Калав Иосиф МУКИ (Пуçламăшне ноябрĕн 27, 28, 29-мĕшĕнчи, декабрĕн 2, 3, 4- мĕшĕнчи страницăсенче вулăр).Алтача аппа Йăлпăлак ялĕнчи Кунак Иванĕ тесе чĕнекен çамрăк та патвар йĕкĕте качча тухнă, нумай ачаллă çемье кăрнă, вĕсем аслă ывăлне Георгий ятлă хунă.

Çапла вара Пракуç йыснапа Анна аппа аслă пурнăç çулĕпе пĕрле утма тытăннă. Пĕр çул пĕрле пурăнсан, çырăнас тенĕ, Пишпÿлеке кайса çырăнса та килнĕ, тата тепĕр çул пурăнсан Пракуç йысна Николая ывăллăха илес тенĕ, ăна та ЗАГСа кайса илсе килнĕ, çавăнтан Николайăн хушамачĕ — Степанов, ашшĕн ячĕ — Прокофьевич тесе çырăнма тытăннă. Пракуç йысна илнĕ ывăлне юратнă, шкулта вăл питĕ лайăх вĕреннĕ, ăна вĕренмелли хатĕрĕсене вăхăтлă та çителĕклĕ туянса тăнă, тата юрăсем юрлама юратнине асăрханă, çавăнпа ăна хуткупăс илсе панă. Анчах пурнăç тĕнчи пĕр вырăнта тăмасть, пĕр чарăнми шăвать малалла. Акă йыснан икĕ тăван хĕрĕсем ÿссе çитĕннĕ, аслă хĕрĕ Алтача аппа Йăлпăлак ялĕнчи Кунак Иванĕ тесе чĕнекен çамрăк та патвар йĕкĕте качча тухнă, нумай ачаллă семье кăрнă, вĕсем аслă ывăлне Георгий ятлă хунă, вăл нумай çулччен Казахстанри Джезказган хулинче сварщик пулса ĕçленĕ, пенсине тухса вăрах пурăннă, çавăнтах çĕре кĕнĕ. Иккĕмĕш хĕрĕ Федура аппа тăван ялĕнчех çемье кăрса, ачасем ÿстерсе, ăрăскаллă пулса пурнăç çулне утса тухнă. Николай та хăйĕн шăпине малалла тăснă, ялти шкула вĕренсе пĕтерсен Пишпÿлекри вăтам шкулта вĕреннĕ, кăмăллă юрăсене хуткупăсне каласа юрлама вĕренсе çитнĕ, ялăн пĕчĕк клубĕнче халăхсене пуçаруллă çынсемпе пĕрле концертсем кăтартнă, пултарулăх ушкăнĕпе спектакльсенче вылянă, çамрăклах халăх умне тăрса пĕчĕк докладсем тума вĕреннĕ.

(Малалли пулать).
Читайте нас: