Çутă çул
-3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вулакан пултарулăхĕ
6 Декабрӗн 2019, 15:10

Юлашки курнăçу (8-мĕш пайĕ)

Пракуç йысна çĕнĕ велосипед туяннă, иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенче çак пулăм ялта паллă ĕç пулнă Калав Иосиф МУКИ

(Пуçламăшне ноябрĕн 27, 28, 29-мĕшĕнчи, декабрĕн 2, 3, 4, 5-мĕшĕнчи страницăсенче вулăр).


1930-мĕш çул йыснапа аппан çемьинче хушăну пулнă, хĕрача çуралнă, унăн ятне хут çине Мальвина тесе çыртарнă, хăйсен хушшинче Маня тесе чĕннĕ, эпĕ те мĕн астăвасса «Маня аппа» тесе каланă. Пур çумне пур пулать тесе ĕлĕкхи çынсем каланă пек тепĕр икĕ çултан Анна аппа хăйĕн виççĕмĕш ачине, иккĕмĕш ывăлне çуратнă, ăна Виктор ят хунă, мĕн тăвăн, тĕнче мехелĕ çапла, пĕри пĕтнĕ çĕре тепри килсех тăрать.

Килĕштерсе пурăнни чул хÿмерен те çирĕпрех тесе тĕрĕсне каланă пуль мăн асаттесем, çавăнпа та Пракуç йыснапа Анна аппан çемьи çирĕп ура çине тăрса вăйлăланса пынă. Акă Николай та ÿссе çитĕннĕ, вăл колхозăн пур пек машинисем, тракторĕсем енне ĕçлеме туртăннă, трактор сĕтĕрсе ĕçлеттерекен комбайн çинче комбайнерăн пулăшаканĕ пулса ĕçленĕ, ĕç хыççăнхи каçсенче хуткупăсĕпе çамрăксене выляттарнă, ташлаттарнă, юрăсем юрланă, пултаруллă çынсене çамрăксемпе хутшăнтарса спектакльсем, пьесăсем хатĕрлесе ял клубĕнче лартнă, ял çыннисем, колхоз ĕçченĕсем савăнса пăхнă, пархатарлă халăх тавтапуç сăмахĕсем каланă. Ял пурнăçĕнче йÿнеçтерме тăрăшса, çынсен пуртă-пăчăкă ĕçĕсене ĕçлесе, ĕçчен çын çукран та пур тăвать тенĕ пек, кăштах укçа-тенкĕ пуçтарса Пракуç йысна çĕнĕ велосипед туяннă, иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенче çак пулăм ялта паллă ĕç пулнă. Çапла пурăнан ĕмĕт нихçан та каялла мар, малалла, анчах тĕнче пĕр вырăнта чарăнса тăмасть, кусать, шăвать.

(Малалли пулать).
Читайте нас: