Акă Николая салтака кайма та вăхăт çитнĕ, иртнĕ ĕмĕрĕн 36-мĕш çулĕнче кĕрхи кун ирхине Ситекпуç ялĕн аслă урамĕнче салтака ăсатма чылай çын пуçтарăннă. 1916-мĕш çул çуралнă Николай пиччепе Караçка Иванĕ ăсатăнаççĕ. Пустарăннă халăх умне тухса Николай пичче сăмах каланă: пирĕн тăван юратнă çĕршыва капитализм çĕршывĕсем хупăрласа тăраççĕ, вĕсем хăш вăхăтра та пирĕн çине тапăнма пултараççĕ, çавăнпа эпир çĕршыва тăшмансенчен сыхлама, тапăннă хушăра ăна хăтарма каятпăр, эсир вара, çакăнта пурăнаканнисем хамăрăн колхозра ывăнмасăр тăрăшса ĕçлĕр, патшалăх панă, патшалăх хушнă парăмсене вăхăтлă тÿлесе татса тăрăр, çавăнпа пирĕн Совет Союзĕ тата вăйлăран вăйлăрах пулса пырĕ. Унтан вара колхоз правлени хуçи сăмах илнĕ: «Эсир хасăр пирĕн çĕршывăн сыхлавçисем пулаттăр, çĕршыва лайăх сыхлăр, йывăрлăхсене пăхмасăр, вĕсене çĕнтерсе пырса, хăюллă салтаксем пулăр, аллăрсенчи пăшалăрсене çирĕп, хытă тытăр, эпĕ сире хасăр çул çине валли колхозăн 20-шер тенкĕ укçине паратăп», — çапла каласа пулас салтаксене 20-шер тенкĕ укçа тыттарнă. Вара вĕсене тарантас çине лартса, пуçтарăннă çынсем аллисене сула-сула Пишпÿлеке ăсатнă.