Çутă çул
-3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вулакан пултарулăхĕ
27 Октябрӗн 2020, 11:38

Тăван ял çыннисем

Пăслăк ялĕн çыннисене чысласа.

Пăслăк ялĕ — пысăк ял,
Халăхĕ те пит пуян.
Урамĕ вăрăм пулнипе
Хăвăрт утса тухас тесен
Питĕ нăкă вăй хуран.
Чаплă-чаплă çурчĕсем
Хуллен-хуллен ÿсеççĕ.
Ялта юлан çамрăкĕсем
Ялăн ятне хаклас тесе
Вăй кăларса ĕçлеççĕ.
Çĕнелсе ларчĕ культура çурчĕ
Шкулĕ те начар мар.
Вĕренме çÿрен ачасем
Пысăк шанăç пуррипе
Пулăшма ялан хастар.
Колхоз ĕçĕнче тăрăшса ĕçлесе
Ĕç геройĕ ятне илнĕ çын
Петр Сергеев пур.
Иртнĕ вăрçăра чапа тухнă геройĕ —
Кирилл Дементьевич Андреев.
Нумай-нумай ĕç çыннисем,
Тăрăшса ĕçленипе
Колхоз нăкă вăй илнĕ.
Миллионшар тухăç илсе
Районта малти пулнă.
Мелиораци ĕçĕнче те
Нумай çынсем тăрăшнă.
Шепрех курăк ÿстерес енпе
Валентинăн бригади те
Малти вырăна тухнă.
Валентин ĕçне ятарласа
ВДНХ Мускавра пысăк çитенÿсем тунине
Раççей облаçĕсем хушшинче
Пĕрремĕш вырăна лартнă.
Пысăк премисемпе тав тунă.
Пысăк культура çуртĕнче
Нумай кружоксем ĕçлеççĕ.
Унта пыраканĕсем пĕтĕм çĕршывĕпе
Чапла ятсем илеççĕ.
Ял халăхĕ пит ĕçчен,
Ĕçлемелли ĕç пулсан.
Вăй кăларса ĕçлеççĕ.
Ĕçĕсене вăхăтлă тусан
Усăллă пулнине те пĕлеççĕ.
Хаçат вулаканĕ,
Пишпÿлек ялĕ.
Читайте нас: