Çутă çул
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вулакан пултарулăхĕ
16 Ноябрӗн 2020, 15:25

«Чи лайăх анне — манăн анне»

Паян эпĕ пирĕн анне Ăхпуçĕнче пурăнакан Валентина Петровна Павлова пирки çапла калатăп.

Амӑшӗсем ҫинчен вӗҫӗмсӗр каласа пама пулать. Вӗсем миллионĕ миллионĕпе, кашниех чӗринче чӑн-чӑн паттӑрлӑх — амӑшӗн юратӑвӗ — упрать. Тӗрлӗ чӗлхепе калаҫакан хӗрарӑмсем, кӑнтӑр хӗвелӗпе ӑшӑннӑ е Инҫетри Ҫурҫӗрте кӑшт ачашланнӑскерсем, —пурте вӗсем пӗр шухӑшлӑ пулса, амӑшӗсен туйӑмӗсем вӑранса, хӑйсен ачисем пирки пӑшӑрханаҫҫӗ. Кашни пӗчӗк ача пурнӑҫра пӗрре те пулин: «Чи лайӑх анне — манӑн анне», — тет. Паян манӑн анне Валентина Петровна Павлова пирки ҫинчен ҫав тери каласа парас килет.
Валентина Петровна Пишпӳлек районӗнчи Хушăлкара ҫуралнӑ. Мӗн ачаранах вӑл хӑй тӗллӗнлехĕпе палӑрнӑ, шкулта та лайӑх вӗренме пуҫланӑ, килти хуҫалӑхра ашшӗ-амӑшне пулӑшма тӑрӑшнӑ.
1969 ҫулта вӑтам шкул пӗтерсен вӑл Ăхпуçĕнчи сакӑр ҫул вĕренмелли шкулта вăрăмлатнă кун ушкӑнĕн воспитателӗ пулса ӗҫлеме пуҫланӑ. Ҫавӑнтанпа вара вӑл хӑйӗн шӑпине шкулпа ҫыхӑнтарнă. Ăхпуçсен пӗр ӑрӑвне кăна мар Валентина Петровна пӑхса ӳстернӗ. «Çирĕп ыйтакан, анчах ҫав вӑхӑтрах ырӑ кӑмӑллӑ та ӑста», — теҫҫӗ ун ҫинчен шкул пӗтерекенсем.
Ҫамрӑк учительницӑна ял каччи Анатолий Борисович Павлов асӑрханă. Ҫине тӑрса, нумайччен туслă çÿрени хӑйӗн ӗҫне тунӑ: 1978 ҫулхи апрельте Павловсен ҫемйи ҫуралнӑ. Вӗсен Павел ывăл, Галина тата Екатерина хĕрĕсем ҫуралнӑ. Павел Аксенти ял хуҫалӑх техникумне пӗтернӗ, хӑйне хурт-хӑмӑр ӗрчетес ӗҫе халалланӑ. Галинӑпа Екатерина амăшĕ пекех хӑйсен пурнӑҫне педагогикӑпа ҫыхӑнтарчӗҫ.
Уйрӑм магнетизмлӑ ҫынсем пур. Паллӑ мар сӑлтавсене пула санӑн унпа хутшӑнас, ӑна май килнӗ таран ытларах курас килет. Анчах куҫӗсенче вут ҫунать пулсан, кирек мӗнле ҫын та интереслĕ. Интереслӗ ҫын вӑл — тимлӗх ҫӗнсе илме тата ӑна тытса чарма пултаракан. Валентина Петровна кирек ӑҫта пулсан та, яланах хӑй ҫине тимлеттерет, хӑйӗн оптимизмĕпе, шӳтлеме пӗлекен туйӑмĕпе, хирӗҫӳсӗрлӗхĕпе илӗртет. Хаваслӑ, савӑнӑҫлă, активлӑ, вӑл яланах хӑй тавра палланӑ, палламан ҫынсене пухать.
Интереслӗ ҫын хӑюллӑ пулмалла, ҫӗнӗ хыпарсенчен хӑрамалла мар, анчах паттӑрлӑх вӑл вульгарлӑх пулса ан тӑтӑр. Сăпайлă çыннăн этикетăн элементарлӑ правилисем пулмалла, мӗншӗн тесен тӳрккеслӗхпе хисепе çĕнсе илме май ҫук. Чи кирли — кӑсӑк ҫын пурӑнма хӑрамасть. Унӑн кулленхи кунӗсем хура-шурӑ тӗспе мар, ҫап-ҫутӑ та чӗрӗ сӑрсемпе сӑрланӑ. Ҫак сӑмахсене пурне те анне патне пӗр ӳстерсе каламасӑрах калама пулать.
Математикӑпа физика учителӗ, шкул директорӗ, Михайловка ял Совечӗн депутачӗ, район Совечӗн депутачӗ, пирӗн аннене ҫынсем пӗлеҫҫӗ. Эпир вара пӗлетпӗр: вӑл — тӗнчере чи лайӑх анне тата кукамай! Вăл юратса çыхнă кофтӑпа нуски пире хӗлле ăшăтать, кукӑльсемпе икерчӗ шӑрши пире ирсерен, хамӑр ун патӗнче хӑнара чухне вӑратать.
Ноябрь вӗҫӗнче Раҫҫейре чи ырӑ та ачаш уяв — Анне кунӗ, эпӗ пур ҫынна та ыйтасшӑнччӗ: атьӑр кая хăварар мар, ҫитес уява е ҫуралнӑ куна кӗтер мар, анне патне пырса, ӑна ыталаса, ун хулпуҫҫийӗ ҫине тӗрӗнсе, хӑлхаран пӑшӑлтатса: «Аннеҫӗм! Эсӗ манӑн чи-чи лайӑххи! Эпӗ сана ҫав тери юрататӑп!» тесе калар. Атьăр-ха пӗр-пӗринпе ырӑ кӑмӑллӑ, тимлӗ пулар, уйрӑмах пирӗн аннесемпе! Тӗп сӑмахсене калама ӗлкӗрер!
Галина АФАНАСЬЕВА.
Сăнÿкерчĕкĕ: Павловсен çемье архивĕнчен.
Читайте нас: