Çутă çул
-2 °С
Юр
Пур хыпар та
Вулакан пултарулăхĕ
23 Декабрӗн 2020, 16:09

Çĕнĕ çул!

Уяв çывхарать, сисетĕр-и? Туятăр-и?


Ҫӗнӗ ҫул чӑрӑшӗ капӑр,
Тӑвансем сӑпайлӑ сапӑр.
Сӗтелӗ кучченеҫпе,
Тутлă апат-ҫимӗҫпе.

Шаплатать шанпань эрех,
Харӑс ҫӗклетпӗр пӗрех
Черккине ҫӳле йӑтса,
Ӑнӑҫушӑн савӑнса.

Хӗн-хур юлтӑр кив ҫула,
Саванӑҫ килтӗр юрласа.
Кӗтсе илер ҫӗн ҫула,
Вӑкӑр килтӗр ташласа.

Фейеверк салютсем ярса,
Чӗтрететпӗр таврана.
Хуткупӑсне каласа,
Ян-ян! кайтӑр аякка.

Хавас кӑмӑл-туйӑмпа,
Ырӑ ӗмӗт-шухӑшпа.
Кӗтсе илер ҫӗн ҫула,
Савӑн, кул, юрла, ташла.

Илсе килесем телей ҫеҫ,
Ырлӑх сунса эс валеҫ.
Савӑк кӑмӑл парнеле,
Ырлӑх кӳр пирӗн киле.

Сӑвӑ авторӗ:Николай ЕЛЛИН,

Чӑваш Ен, Патӑрьел районӗ, Ҫӗнӗ Ахпӳрт ялӗ.
Читайте нас: