Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вулакан пултарулăхĕ
26 Кӑрлач 2021, 13:48

Студент пурнăçĕ

Ҫӗнӗ ӗмӗтпе тивлетлӗн эсӗ утӑн малалла.


Студент пурнӑҫӗ кӑсӑклӑ,
Вӗреннӗ чухне пушшех.
Асра юлнӑ самант хаклӑ,
Студентсемшӗн чӑннипех.

Сесси вӑхӑчӗ хӗрӳллӗ,
Зачёт, экзамен ҫеҫ пуҫра.
Кӑмӑл-туйӑм ҫӗкленӳллӗ,
Вӗренсен лӑпкӑ чунра.

Тӗрлӗ конкурс, конференци
Иртет Университетра.
Тӑрӑшса вӗрен ҫыр лекци,
Юлмӑн эсӗ парӑмра.

Суйласа илсем професси,
Пур филолог, журналист.
Тусӑм, эс кам пуласси,
Санран ҫеҫ анчах килет.

Тавракурӑмлӑх сан ӳсӗ,
Эс ҫӗкленӗн ҫӳлелле!
Картлашкапа утӑн эсӗ,
Лартӑн эс умна теллев.

Ҫӗнӗ ӗмӗтпе тивлетлӗн,
Эсӗ утӑн малалла!
Юрӑхлӑ пул Чӑваш Еншӗн,
Вӗрентекене сумла.

Сӑвӑ Авторӗ: Николай Еллин
Читайте нас: