Çутă çул
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вулакан пултарулăхĕ
29 Апрелӗн 2021, 18:40

Чăваш вĕт эпĕ...

Халех Турă пире илсе ан кайтăр, çителĕклĕ вăхăт патăр -пурнăçламан ĕçсем нумай. Çут тĕнчерен уйрăлса каяс пулсан, çак сăвă манăн пехил пултăр!

Лидия Шурçăл
Чăваш вĕт эпĕ, чăн- чăн чăваш-
Чăвашла калаçать ман чĕлхе.
Чунпа та, юнпа та эп чăваш,
Пурăнап чăвашла ĕмĕтпе.
Чăвашла шухăшлать манăн пуç,
Чăвашла шыв сикки те ташлать.
Чăвашла хăпарать шурăмпуç,
«Сĕм вăрман та чăвашла кашлать!»
Пÿплешетĕп чăваш ентешпе,
Чăвашла сăвăсем те çырап.
Киленетĕп чăваш тĕнчипе,
Юрăсем чăвашла эп юрлап.
Çак чĕлхе ман телей ĕмĕрне,
Чăвашла тĕнчене юратап.
Пурнăçра çак пĕр чаплă парне-
Аттепе аннене пуç таяп!
«Эп чăваш вĕт!»,- тесе хăш чухне,
Ирхине вăрансан, савăнап.
Пахиллетĕп ЧĂВАШ ЧĔЛХИНЕ,
Кун-çулне кĕл туса хăварап!
Читайте нас: